Сергей Карякинăн шкулĕн филиалне уçĕç

13 Çурла, 2020

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Сергей Карякинăн шахмат шкулĕн филиалне уçĕç.

Сергей Карякин çак эрнере Шупашкарта пулса шкул вырнаçмалли объекта паллашма, спортсменсемпе тĕл пулма, шкул ачисемпе шахматла выляма кăмăл тунă.

Сергей Карякин 1990 çулта Симферополь хулинче çуралнă. Шахмат енĕпе тĕнче вице-чемпионĕ, Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн кубокне тивĕçнĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. 12 çултах вăл – гроссмейстер, унăн ятне Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине çырса хунă.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Рубрика: 

Комментари хушас