Сергей АФАНАСЬЕВ: "Трактор завочӗсем" концерн Украинӑран килнӗ ҫынсене пур енлӗн тӗрев пама хатӗр
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/05/img_20220505_123830_704.jpg)
44 ҫулти Сергей Афанасьев - Украинӑра пурăннӑ вырăс ҫемйинчен. Мариупольте ҫуралса ӳснӗ, 16 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ пекех завода вырнаҫнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе "АзовМаш", "АзовСталь"... Каярах "Стройводоканалта" ӗҫленӗ. Аслӑ пӗлӳ илме те вăй ҫитернӗ.
Мариупольтен Шупашкара вӗсене пысăк нуша илсе ҫитернӗ. Чӑн малтан подвалта уйăха яхӑн, кайран кӳршĕсем патĕнче хӳтлĕх тупнӑ. "Кун пек юрамасть, Раҫҫее ҫул тытас", - тесе шухӑш тытнӑ. Шупашкара вӗсем пуйӑспа пысăк йышпа килнӗ. "Лесная сказка" санаторире вырнаҫнӑ, каярах вара хулара хваттер тупса пурăнма куçнӑ. Ачине шкула вырнаҫтараҫҫӗ, Сергей хӑй Агрегат заводне килнӗ, участок маҫтӑрӗ пулса тăрăшать. Арӑмӗ те кӗҫех кунтах ӗҫлӗ, медосмотр тухать.
"Трактор завочӗсем" концерн Украинӑран килнӗ ҫынсене пур енлӗн тӗрев пама хатӗр - кунта вырнаçакансене ал-ура ҫавӑрса ямалӑх тӳрех 10 пин тенкӗ параҫҫӗ, унсăр пуçне хваттер тара илнӗшӗн укҫан пулӑшу кӳреҫҫӗ: уйăхсерен 12 пин тенкӗ, ҫемьери икӗ ҫын заводра ӗҫлеме пуҫласан, уйӑхсерен 18 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Украина ҫыннисем хӑйсене тимлӗх уйӑрнине аван туяҫҫӗ. Вӗсен нушине ӑнланнишӗн, тӗрев панишӗн тав тӑваҫҫӗ. "Пирĕн каялла таврăнасси пирки ӗмӗтленмелли те ҫук. Ҫӗнӗ вырăнта тӗпленсе ҫӗнӗлле пурăнма хӑнӑхмалла, малашлӑха пӑхмалла", - палӑртрӗ Сергей Афанасьев.
www.hypar.ru Регина Вихарева сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас