Сасăлава тăснă
Чăваш Енĕн «Руна çулĕ» проекчĕ «Комсомольская правда» Издательство çурчĕн «Маршрут построен» премийĕшĕн кĕрешет.
Уншăн сасăлас тесен интернетра www.travel.spec.kp.ru каçăпа иртмелле. Çулталăк идейи пулса тăрассишĕн «Руна çулĕпе» пĕрлех ытти регионсен проекчĕсем те ăмăртаççĕ. Унччен сасăлав пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет тенĕ пулсан халĕ ăна ака уйăхĕн 11-мĕшĕччен тăснă.
www.hypar.ru Geometria.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас