Сасăлав 385 мандат хуçисене палăртрĕ
Вырсарникун Пĕрлехи суйлав кунĕ иртрĕ, республика вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйларĕ. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитет, çав шутра тĕп хула пухăвĕсенчи вакансисене камсем йышăнассине сасăласа татса пачĕç.
— Суйлав яланах çĕршывăн обществăпа политика пурнăçĕнчи чи пысăк пулăмсен шутĕнче пулнă. Вырсарникун республикăри мĕн пур 780 суйлав участокĕ уçăлнă май вĕсенче Раççей Гимнĕ янăрани çак пулăма тата та пĕлтерĕшлĕрех, сумлăрах турĕ, — терĕ республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сасăлава 202301 çын хутшăннă — республикăри мĕн пур суйлаçăн 49,89%. Халăх пит хастар пулнă тееймĕн. Тепĕр тесен, Геннадий Семенович палăртнă тăрăх, кунашкал танлаштару вырăнлах мар пулин те умĕнхи суйлавра та, 2020 çулта, çак кăтарту нумай пысăк пулман — 55% ытларах. Ун чухне вара Чăваш Ен республика Пуçлăхне тата хуласемпе ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйланă. Тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру. Елчĕк, Патăрьел, Тăвай районĕсенче, сăмахран, ку хутĕнче те граждансем хăйсен тивĕçне хастар пурнăçланă. Елчĕксен кăтартăвĕ, тĕслĕхрен, 85% яхăнах.
ТСК ертӳçи çирĕплетсех каларĕ: суйлав уççăн иртнĕ. Мĕн пур участокра видеосăнав пулнă — куншăн, участоксене видокамерăсемпе туллин тивĕçтернĕшĕн, вăл республика Пуçлăхне тав турĕ. Мĕн пур участокра общество сăнавçисем, пĕтĕмпе 1,7 пин çын, пулнă — Общество канашĕнчен, партисенчен тата кандидатсен хăйсен. Участоксенчи комиссисенче хăйсенче те тĕрлĕ парти представителĕсем пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Федоров çавăн пекех Шалти ĕçсен министерствин тата МЧСăн Тĕп управленийĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ: йĕркене пăсни, чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтерекен пĕр шăнкăрав та пулман. Санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ енĕпе те мерăсем йышăннă: маскăсем, алăсене дезинфекцилесси, температура виçевĕ — туллин тивĕçтернĕ.
Суйлавра мандатсемшĕн пĕтĕмпе 1081 кандидат кĕрешнĕ. Вĕсенчен 973-шĕ — партисенчен. 5 участокра кандидатсен альтернатива пулман — саккун çакна хирĕçлемест, урăх кандидатсем тупăнмасан суйлава альтернативăсăр та йĕркелеме юрать. Çапах нумай çĕрте конкуренци çивĕч пулнине те палăртмалла. Пĕр мандатшăн вăтамран виçĕ кандидат кĕрешнĕ. Пĕтĕмпе 1234 çынна кандидата тăратнă, тĕрлĕ сăлтава пула — регистрацилеме хирĕçленипе, кандидат статусене çухатнипе, регистрацие пăрахăçланипе — 143-шĕ суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче дистанцирен тухнă.
Суйлав комиссийĕсене вĕсен йышăнăвĕсем тĕлĕшпе 42 ыйту килнĕ: кандидата регистрацилеме хирĕçлени, вăхăт çитмесĕрех сасăлаттарни, суйлавçăсене сасăлав çинчен информаци паманни тата ытти пирки. Вĕсене пурне те тишкернĕ, çынсем сасăласа хăйсен кăмăлне пĕлтерессине витĕм кӳрекен тĕслĕхсем пулнине çирĕплетмен. Судсем 15 ĕçе тишкернĕ, мĕн пур тĕслĕхре тавăç требованийĕсене тивĕçтерме хирĕçленĕ.
Сасăлав кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ. Протоколсен 100% тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра тесе çирĕплетнĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене палăртакан мĕн пур протокола комиссисен членĕсем пĕр саслăн алă пуснă, уйрăм шухăшсем пулман. Пĕтĕмпе 385 депутат суйланнă. Çав шутран 333-шĕ /86,5% яхăн/ — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕсем. Коммунистсен партийĕн — 4, «Тĕрĕс Раççей — Тĕрĕслĕхшĕн» партин — 31 мандат. Пенсионерсен партийĕ 1 мандат çĕнсе илнĕ. Ытти партин — либерал-демократсен, «Çĕнĕ çынсен», «Симĕссисен» — вырăнсенчи пухусенче пĕр представитель те пулмĕ, вĕсем суйлавра пĕр мандат та илеймен. Хăйсем тĕллĕн кандидата тăнă 15 çын депутата суйланнă.
Комментари хушас