Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене халалланă спекталь премьери иртнĕ

9 Ака, 2021

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Сӑлтавӗ – Юлия Николаева чӑваш ҫыравҫин хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Инкеклӗ телей» спектакль премьери. Инсценировкине Сергей Павлов хатӗрленӗ, режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Икӗ пайлӑ драмӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Тӳрех калас пулать, спектакле куриччен малтанах эпӗ ҫыравҫӑн повеҫне вуланӑччӗ, ҫавӑнпа сцена ҫинчи ӗҫсем маншӑн пӗртте кӗтменлӗх пулмарӗҫ – мӗн хыҫҫӑн мӗн пуласси ахалех паллӑччӗ. Тен, ку сӑнарсен нуши-тертне ытлашши ҫывӑха илме май памарӗ, тен, кӑштах кансӗрлерӗ. Артистсен ӑста вылявне палӑртса хӑварас килет. Режиссер вӗсен умне лартнӑ тӗллевсене Оксана Драгунова (Валя), Сергей Павлов (Аркадий), Нина Яковлева (амӑшӗ), Кристина Иванова (Алешка), Анна Степанова (Роза), Алексей Степанов (Илюш) тата ытти артистсем туллин пурнӑҫлаҫҫӗ-тӗр: чунне парса выляни куҫкӗрет. Паянхи пурнӑҫ технологийӗсемпе анлӑ усӑ курни те драмӑна пуянлатать, истори пулӑмӗсене курӑмлӑрах кӑтартса пама май парать. Кӗввисене тата видеокуравсене пухса хатӗрлени те аван. Куншӑн В.Иванова тата кӗввисене илемлетекене В.Дмитриева тав.

Мӗн пулса иртет-ха спектакльте? Аркадий, йывăр суранлăскер, киле таврăнать. Юратнă арăмĕ Валя савса кĕтсе тăрасса пач та иккĕленменскер пахчари кантра çинче салтак гимнастеркипе галифе çакăнса тăнине курать. «Мĕншĕн чĕрĕ юлтăм-ши?» — тет вăл йĕппе тирнĕ пек ыратса кайнă чĕрине лăплантараймасăр. Пӳрте кĕрсен арçын тепĕр салтака курать, арăмĕ çеç мар, тăван амăшĕ те палламалла мар суранланса пĕтнĕскерне.
Повеҫре Аркадий арăмĕ хăйне мĕн тери юратнине тӳрех тенӗ пек ăнланса илет пулсан спектакльте салтак киле таврӑннӑ хыҫҫӑнхи тапхӑра уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫывӑх ҫынсене пӗр-пӗрне ӑнланса илме, каҫарма вӑхӑт кирлӗ. Ачасем те чӑн ашшӗне тӳрех йышӑнаймаҫҫӗ, ҫакӑ арҫын чӗрине мӗн тери амантать, ахаль те ыратакан суранӗсене тӑвар сапнӑ пекех...

Кам премьерӑра пулайман – тепринче ҫитсе курма тӑрӑшӑр "Инкеклӗ телей" спектакле. Тарӑн шухӑша путарать, мӗн пуррине хаклама вӗрентет...

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас