Сарă хĕрлĕ автобус çула тухĕ

27 Ака, 2021

Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ паракан «Авангард» вĕрентӳпе меслетлĕх центрĕнче Ачасене çул-йĕрпе транспортра суранланассинчен сыхлакан центр уçăлчĕ. Унта ачасем çул çинче хăйне епле тытмаллине вĕренĕç, çул-йĕр паллисемпе паллашĕç, ашшĕ-амăшĕ ача креслипе епле усă курмалли йĕркене тата ыттине ăса хывĕç.

Центр ĕçченĕ Наталья Абрамова пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă центр пулăшнипе вĕрентӳ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятипе конкурс ирттерĕç, лагерьте профильлĕ сменăсем уçăлĕç, çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсене пур енлĕн аталанма май парĕ. Кунашкал центрсем 60 регионта пур. Кăçал тепĕр 21 хулара уçăлĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çул-йĕр правилисене пурин те лайăх пĕлмеллине, çитĕннисен ачасене тĕслĕх кăтартмаллине, теори пĕлĕвне илни те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл «Хăрушсăрлăх лабораторийĕ» комплекспа паллашрĕ. «Движение без опасности» эксперт центрĕн директорĕ Вадим Мельников каланă тăрăх, тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ автобус çул-йĕр çинчи йĕркене пăхăнма вĕрентĕ, хăрушсăрлăх урокĕсем ирттерме пулăшĕ т.ыт. Автобус куллен çула тухса районсемпе хуласене çитсе килĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас