Пушкăртстан карттине ылтăн тата кĕмĕл çипсемпе тĕрленĕ

9 Çĕртме, 2023

Пушкăртстан ал ăстисем «Тĕрленĕ Раççей» фестивале хутшăнмашкăн ылтăн тата кĕмĕл çипсемпе хăйсен тăрăхне эрешленĕ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова карттăна энциклопедипе танлаштарать. Страницăсем вырăнне — тирпе тата кĕççепе, сас паллисем вырăнне — çĕвĕсемпе, ÿкерчĕксем вырăнне ылтăн тата кĕмĕл çипсемпе, чулсемпе, вĕтĕ шăрçапа, хăюсемпе усă курнă.

Ку ĕçе çурла уйăхĕнче Шупашкарта курма май килĕ.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас