Пурăнмалли хутлăхсене хăтламалли хушма мерăсене епле пурнăçланине тишкерчĕç

10 Авăн, 2020

Паян Правительство çуртĕнче ирттернĕ ларура «Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтламалли хушма мерăсем çинчен» указа еплерех пурнăçа кĕртнине тишкерчĕç.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тиркевлĕ куçпа пăхса хаклама, хăтласа пурнăçланă мероприятисен лайăх практикине ырă тĕслĕх вырăнне хурса кăтартнипе пĕрлех çитменлĕхсене те асăрхама чĕнсе каларĕ. ЧР строительство министрĕ Александр Героев отчет турĕ. 2020 çулта картишсемпе тротуарсене хăтлама 1,311 млрд тенкĕ уйăрнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем аукционсем ирттерсе авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне хăтламалли мĕн пур объектăн подряд организацийĕсене уçăмлатнă, вĕсенче строительство-юсав пырать.

Республикăри объектсен 30% хăтласа пĕтернĕ. Ку енĕпе Вăрнар, Канаш, Красноармейски районĕсем малта, Çĕрпÿпе Хĕрлĕ Чутайсен малалла туртăнмалла терĕ министр. Млрд ытла тенкĕрен касса шутлавĕ витĕр 11,7% çеç кăларнă. Çак ĕçе Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта начар йĕркеленĕ.

Картишсемпе общество территорийĕсене хăтлама кăçал федераци бюджетĕнчен 366 млн тенкĕ куçарма пăхса хунă. Вăл пилĕк картишпе вăтăр пилĕк общество территорийĕ валли. Ку ĕçе Элĕк, Канаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче вĕçленĕ. Анчах чылай районта тăсса пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне касса витĕр 46,7 млн тенкĕ çеç тухнă. Кунта Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсене, Шупашкар хулине сăмах тиврĕ.

Ĕçсене вăхăтра процентламан пирки хут çинче вĕсем пĕчĕкрех курăннине палăртрĕ министр.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков федераципе республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçапа муниципалитетсенче еплерех усă курнине пайăррăн тишкерчĕ. Чылай районта ĕçсене касса витĕр кăларма васкамаççĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ытти муниципалитет ертÿçи объектсене хăтлассипе çыхăннă çивĕч ыйтусен сăлтавĕсене ăнлантарма тăрăшрĕç.

Олег Николаев ларăва пĕтĕмлетсе подряд организацийĕсемпе килĕшÿсем тăвас ĕçе чылай муниципалитетра тăсса янине, çавна пула строительствăпа монтаж ĕçĕсенче чăрмав сиксе тухма пултарассине çуркуннех асăрхаттарнине аса илчĕ. Нумайăшĕ çакна шута илмен, строительствăпа юсава тăсса янă. Олег Алексеевич хальхи çитменлĕхсене 2020 çултах хăварма, малашне паянхи чăрмавсенчен хăтăлма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас