Пулăсене мĕн пулнă?

17 Кăрлач, 2022

Çак ыйту Шупашкар заливĕнче пулса курнисене самаях канăçсăрлантарнă. Унта пулăсем йышлăн вилнĕ.

Ку лару-тăрăва тĕпчеме ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тĕрĕслев ирттернĕ. Шывра кислород шайĕ питĕ пĕчĕк иккен. Специалистсем асăрханă тăрăх, шыв сахал килет.

Çакна та палăртмалла: Шупашкар заливне пăхса тăрассишĕн «Инженери хӳтлĕхĕ» общество яваплă, анчах шыв шайĕ çулленех чакать пулин те вăл тивĕçлĕ мерăсем йышăнма васкаман. Паянхи кун лару-тăрăва ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тĕрĕслесе тăрать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ Андрей Миронов палăртнă тăрăх, çакнашкал ыйту текех сиксе ан тухтăр тесен заливри шыв шайне хăпартмалла.

www.hypar.ru Minpriroda.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас