Пулăçсене çăлнă

28 Чÿк, 2022

Хăрушсăрлăх темине ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов малалла тăсрĕ — шыв объекчĕсем çинчи сыхлăха çирĕплетес ыйтупа сăмах илчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шывра 35 çын пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен 25-шĕ ÿсĕр е хĕрĕнкĕ пулнине шута илсен, паллах, чи малтан çынсен хăйсен асăрхануллă пулмалли куçкĕрет.

Ку нумаях пулмасть Шупашкар ГЭСĕ патĕнче пулнă йышши тĕслĕхсене те пырса тивет. Тĕрĕссипе, пысăк инкек пулма пултарнă. Гидроэлектростанци пĕвинчен шыва тăруках юхтарса кăларнă май ГЭСăн аялти бьефĕнче пăр çырантан уйрăлнă, унта вара вун-вун пулăç пулнă. Çăлавçăсем васкавлă мерăсем йышăнса 100 яхăн çынна çыран çине эвакуациленĕ.

Транспорт хатĕрĕсемпе пăр çине тухма юрамасть — çак чарăва çирĕп пăхăнмалла. Республикăра хĕллехи кунсенче юханшывсем çинче пĕртен-пĕр пăр каçă кăна ĕçлĕ — Сăр урлă. Ыттисем саккунсăр — тивĕçлĕ тытăмсем вĕсене пÿлеççĕ. Раштавра çанталăк улшăнчăк пуласси пирки каланă май Сергей Геннадьевич пăр çинче хăрушлăх пысăкки çинчен асăрхаттарчĕ — çăмăлттайлăх инкек кÿресси те часах. Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев та ку ĕçе массăллă информаци хатĕрĕсене анлăн явăçтарма сĕнчĕ. Хăрушлăх пирки асăрхаттарнипе пĕрлех, ун шучĕпе, çынсене яваплăх çинчен те аса илтермелле.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас