Пулă ĕрчетсе те... ăмăртăпăр

26 Утă, 2023

Ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвне малашне теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтерекенсем тата пулă ĕрчетекенсем те хутшăнĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва Министрсен Кабинечĕ юнкунхи ларура çирĕплетрĕ.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова ăмăрту условийĕсемпе паллаштарнă май пахча çимĕç çитĕнтерекенсен тупăшăвне пĕтĕмлетнĕ чухне тухăçпа пĕрлех ĕçлекен кашни çын пуçне туса илнĕ продукци виçине те шута илессине палăртрĕ. Аквакультурăна илес тĕк — пулă çитĕнтерессин калăпăшне ӳстернине тата пĕвесен кашни гектарĕнчен мĕн чухлĕ пулă тухнине тĕпе хурĕç. Çапла вара Ял хуçалăх ĕченĕсене кунне уявланă чухне теплицăсен ĕçченĕсен, пулă ĕрчеткенсен те кӳренмелле пулмĕ — вĕсене те экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх хавхалантарĕç.

Ларура çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарта пассажирсене илсе çӳрессине планламалли документа çирĕплетрĕç. Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, химиксен хулинче пассажирсене илсе çӳресси патшалăх енчен йĕркелесе пыракан тарифсем çинче никĕсленĕ. Çавна май пассажирсене илсе çӳресси хула çыннисемпе хăнасемишĕн меллĕрех тата хăтлăрах пулмалла. Çав шутра, калăпăр, пĕр транспортран теприне тӳлевсĕр куçса ларассине вăя кĕртме май пулĕ. Билет туяннă хыççăнхи 60 минутра пĕр троллейбсран теприне куçсан иккĕмĕш хут тӳлеме тивмĕ.

Документ Çĕнĕ Шупашкарта пассажирсене троллейбуссен ултă тата автомобиль транспорчĕн тăватă маршручĕпе илсе çӳрессине тĕпе хурать. Çак ĕçе йĕркелеме республика бюджетĕнче 213 миллион тенке яхăн пăхса хăварнă. Министр хула çыннисем ыйтнипе «Сокол» — Çăкалăх±ял» маршрута упраса хăварнине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе — 5 çуллăха. Çакă бюджетшăн самай хакла ларать — 26 миллион тенкĕ ытла уйăрма тивет.

Кун йĕркинче Çĕнĕ Шупашкарпах çыхăннă тепĕр ыйту та пулчĕ — унти химипе механика техникумне çĕнĕлле йĕркелес ыйтăва татса пачĕç. Вĕрентӳ сферинчи оптимизаципе çыхăннă черетлĕ утăм — тепĕр вĕренӳ заведенине, спутник хулари политехника техникумне, унпа пĕрлештереççĕ. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин палăртнă тăрăх, техникумсене пĕтĕçтернĕ май политехăн администраципе управлени штатне 15 çын чухлĕ чакараççĕ. Преподавательсен, мастерсен йышĕ упранса юлать. Чиновниксен шучĕпе, пĕрлешни инженерсене хатĕрлес ĕçе çĕнĕ шая çĕклеме, укçа-тенкĕпе тухăçлăрах усă курма пулăшмалла-мĕн. Пĕр сăмахпа, ырри кăна...

Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви çинчен калакан положение кĕртме сĕннĕ улшăнусем те тавлаштармарĕç. Вĕсемпе паллаштарнă май Алена Елизарова министр ятарлă çар операцине хутшăнма контракт тунисене пĕр хут паракан 50 пин тенкĕлĕх тӳлевпе çыхăннă пулăшу мери Ĕçлев министерствин функцийĕсен шутне кĕнине палăртрĕ. Çавăн пекех Министрсен Кабинечĕн кăçалхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе патшалăхăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ĕçченĕсен хăш-пĕр категорине ятарлă социаллă тӳлев парассине те Ĕçлева министерствине шаннă. Çак тӳлеве уйăхсерен Сывлăх сыхлавĕн министерствин Медицина катастрофисен тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕн медицина ĕçченĕсем, васкавлă медпулăшу машинисен водителĕсем илеççĕ. Министерствăн хушăннă çак функцийĕсене положенире çирĕплетессине ырларĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас