Пуçлăхсен конкуренцирен хăрамалла мар

9 Чÿк, 2020

Управлени кадрĕсен резервне хатĕрлес тĕлĕшпе паян тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлура асăрхаттару пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн патшалăх граждан служби, кадр политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Лариса Прокопьева пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх ведомствисенчен хăшĕ-пĕри ертӳçĕсен резервне никама та сĕнмен, чылайăшĕ вара пуçлăх пуканне йышăнмашкăн халь ĕçлекен ертӳçĕсен кандидатурисене кăна сĕннĕ. Лариса Владимировна шучĕпе, пуçлăхсем çапла хăтланса хăйсемшĕн конкуренци пуласран шикленеççĕ.

Олег Николаев кунашкаллипе çырлахма юраманни çинчен каларĕ. Резерва шăпах ертӳçĕсен должноçĕсене йышăнмашкăн конкуренци пултăр тесе йĕркелени те паллă. Хальлĕхе вара ведомствăсене пăхăнакан организацисен резервĕ те, патшалăх управленийĕн резервĕ те ăна тивĕçтермеççĕ. Çав шутра — унта кĕнĕ хушаматсем енĕпе те. «Управлени кадрĕсен резервĕ çынсене яваплă должноçсене уйăрса лартмалли шанчăклă та тухăçлă мел пулса тăмалла», — пусăм тусах каларĕ вăл.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас