Пуçару проекчĕсем «хакланаççĕ»

24 Утă, 2024

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа виçи 2-рен 3 миллион тенкĕ таран пысăкланать. Çак улшăнăва «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăна кĕртессине юнкун Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ырларĕ.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, вăл е ку пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70% таран пайне республика бюджечĕ саплаштарĕ, 30% кая мар — вырăнти бюджет, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан укçа, бизнес, общество организацийĕсен пулăшăвĕ. Асăннă программа мероприятийĕсем валли кăçал пĕтĕмпе 2 миллиарлд тенкĕ уйăрма палăртнă. Конкурс суйлавĕ витĕр 1488 проект тухнă. Программăна кĕртнĕ улшăнусем республикăри ялсенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хураççĕ.

Кун йĕркинче çавăн пекех икĕ саккун проекчĕ пулчĕ. Пĕри, муниципалитетсен чиккисене çирĕплетесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскер, Çĕмĕрле хулипе округĕн территорийĕсене пĕр муниципалитет чиккисене пĕрлештерет — ăна сăмахсăрах ырларĕç. Тепри те ыйтусем çуратмарĕ: патшалăх граждан служащийĕсем çар ретне тăнă тĕслĕхсенче вĕсен çакăн çинчен ĕç паракана çырса пĕлтермелле — ку малашне патшалăх граждан служби çинчен калакан саккун требованийĕ пулĕ.

Уйрăммăн социаллă хӳтлĕх кирлĕ граждансем валли ĕç резервламалли йĕркене çирĕплетес ыйтупа ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ. Резервлани ытти çынпа пĕр тан конкурентлă пулайман граждансене пулăшма кирлĕ. Унашкаллисен шутĕнче министр инвалидсене, тĕрлĕ çĕртен ирĕксĕртен тарса е куçса килнисене, çул çитмен çамрăксене, тĕрме-колонирен ирĕке тухнисене, пĕччен е нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, ытти категорие асăнчĕ. Çакна ĕç параканпа ĕçлев центрĕ килĕшӳ туса çирĕплетĕç. Олег Николаев кăсăкланчĕ: ĕç резервлать тĕк — ĕçлев центрĕ çав çынсене хатĕрлессине те сăнаса-йĕркелесе тăрĕ-и? Шăп та лăп çапла: ку тивĕçе халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмсем хăйсем çине илеççĕ.

Правительство республикăри 9 çĕр лаптăкĕ — пĕтĕмпе 32 гектар ытла — хăйсен статусне улăштарассине симĕс çутă пачĕ. Канаш округĕнче ял хуçăлăх çĕрĕсен тăватă лаптăкĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçул тума кирлĕ, Сĕнтĕрвăрри округĕнче хальччен ял хуçалăх тĕлевĕллĕ пулнă 1,5 гектара яхăн лаптăкра коммуналлă хытă каяшсен полигонне анлăлатĕç. Шупашкар округĕнче производство об±екчĕ вырнаçтарĕç. Çăмăл прицепсен, моторлă çăмăл кимĕсен производстви, çĕвĕ цехĕ пулмалла-мĕн. Вĕсем валли статусне улăштаракан икĕ çĕр лаптăкĕ 4,3 гектарпа танлашать те — самай сумлă производствăсем уçăласса кĕтни тӳрре тухсан тем пекехчĕ. Елчĕк округĕнче вара, пачах тепĕр майлă, ял хуçалăх çĕрĕсен территорийĕ хушăнать — саппасри 21 гектарлă икĕ лаптăка ял хуçалăх тĕллевĕсемпе усă курма парассине ырларĕç.

Республикăн пĕрлехи саккасçă службин полномочийĕсем анлăланаççĕ, ку, строительство министрĕ Михаил Коледа палăртнă тăрăх, çак тытăма пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенчи лифтсене, лифт оборудованине çĕнетмешкĕн вĕсене туянас енĕпе ĕçлеме кирлĕ. Аса илтерни вырăнлă: нумаях пулмасть Чăваш Ене лифтсем валли федераци бюджетĕнчен 499 миллион тенкĕ уйăрса панă — çак укçапа тухăçлă усă курмалла.

Министрсен Кабинечĕн халăх ипотека кредичĕпе усă курассине пырса тивекен йышăнăвне улшăнусем кĕртес ыйтупа та Михаил Коледа сăмах илчĕ. Вĕсен шутĕнче — федерацин территори органĕсен, ятарлă çар операцине хутшăннăскерсен, çемйисене те çăмăллăхлă ипотека илме пултаракансен шутне кĕртни. Сăмах май, кăçал çак ипотека валли 530 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра 228,1 миллион тенкĕ — федераци бюджечĕн укçи. Пĕтĕмпе 455 свидетельство панă, çав шутра — ятарлă çар операцине хутшăннă 62 çынна.

Ипотекăпах çыхăннă тепĕр улшăну та пур: рынокри улшăнусене пула кредит организацийĕсем илсе çитереймен тупăша саплаштармалли виçене 14,48-тан 14,6% таран пысăклатма йышăнчĕç. Çакă граждансене паташалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерсе ипотека проценчĕн 3 пункт пĕчĕкрех виçине упраса хăварма май парĕ. Ку енĕпе те цифрăсем уçăмлă: кредит организацийĕсем илсе çитереймен тупăша саплаштармалли кăçалхи лимит 100 миллион тенкĕпе танлашать. Программăна пурнăçлама тытăннăранпа 207 çынран заявлени йышăннă, çав шутра кăçал — 62. 102 çемьене кредит панă, вĕсенчен 14-шĕ кăçал укçа илнĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас