Промышленность тата энергетика министерствинче - кадр улшăнăвĕ

17 Авăн, 2020

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен промышленность тата энергетика министрĕ пулма Евгений Герасимова шаннă. Хушăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă.

Евгений Герасимов Воронежри «Масловский» индустри паркĕн коммерци директорĕнче ĕçленĕ. Унччен вăл «Четра-Промышленные машины» акционерсен уçă обществинче суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, Çĕнĕ Шупашкарти «Дехим» обществăн учредителĕ тата директорăн заместителĕ пулнă.

Министр тивĕçĕсене пурнăçланă Сергей Лекарева вара ĕçрен хăтарма йышăннă. Вăл министрăн заместителĕ пулса тăрăшĕ. Унсăр пуçне министрăн тепĕр заместительне, Николай Голубцова, ĕçрен кăларнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас