Промышленноç санкцисен умĕнче пуç усмасть
Муркаш районĕнче, «Сеспель» предприятире, юнкун Промышленноç тата энергетика министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ.
Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2022 çул уйрăмлăхĕсем влаçа бизнеспа тачă çыхăну тытса ĕçлеме хистеççĕ. Чи малтанах, паллах, предприятисене ансат мар условисенче патшалăх енчен пулăшасси пирки пырать. Санкцисем, Олег Алексеевич шучĕпе, бизнесшăн çĕнĕ майсем уçаççĕ, вĕсемпе усă курма тăрăшмалла. Ăнăçлă тĕслĕхсем, импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннăскерсем, республикăра чылай — çак ĕçе малалла тăсмалла, анлăлатмалла.
Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев хăй яваплă отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçне тишкерсе хакларĕ. Шел те, 2021 çулта Чăваш Енĕн промышленноç производствин индексĕ виçĕм çулхинчен чакнă — 98,5% танлашнă. Кăçал ӳсĕмлĕ ĕçлеме, паллах, тата йывăр пулать. Çапах шанăç пур. Министр çĕнĕ производствăсем уçмалли проектсемпе паллаштарчĕ, вĕсене хута яни, паллах, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те, бюджет тупăшне пысăклатма та пулăшмалла.
Предприятисен ертӳçисем те сăмах илчĕç. Вĕсем Анăç санкцисем йышăнни чылай чăрмав кăларса тăратнине йышăнаççĕ, çапах пĕри те алă уснăн туйăнмасть — бизнес çĕнĕ условисене хăнăхса малалла ĕçлес тĕллевлĕ.
Комментари хушас