Новости по теме

30 Çу, 2014

"Кĕнеке вуласа чунпа пуянланăр"

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун умĕн "Хыпар" Издательство çурчĕн журналисчĕсем Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкулта пулчĕç. Мĕнле тĕллевпе кайнă-ха вĕсем унта? Камсемпе тĕл пулса уяв хавасне тата та çĕкленĕ?

30 Çу, 2014

Яла пырса кĕме кăмăллă

Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕ, унта пурăнакансен тăрăшулăхне пула, юлашки çулсенче лайăх енне самай улшăнчĕ. Такам килсе туса парасса кĕтес йăла тахçанах манăçа тухнă. Ик-виç çул каялла ялти пĕвесене тасатрĕç, унтан ял çывăхĕнче автобуспа çула тухакансем валли чарăну туса лартрĕç.

30 Çу, 2014

"Хыпар", 99 /26505/ /, 2014, çу, 30

• Коррупцие чиновнике пуç çапма тивни никĕслет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ.

• Çурт-йĕр, çул ыйтăвĕсем...

М.Игнатьев Пуçлăх РФ Президенчĕн ЧР йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

• "Асанне арчи" - пуласлăх сăпки

Шупашкарти "Нарспи" клуб "Асанне арчи" проектпа "Общество хаклавĕ" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă.

• Пуля айĕнчи интервью

Патăрьел районĕнчи Йăлăмра Ф.Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине чыслăн паллă тунă.

30 Çу, 2014

Шупашкартан Турцие - самолетпа

Ĕнер Шупашкарти аэропортра пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш авиарейс уçăлнă - 220 çын Airbus /А 321/ самолетпа Анталья хулине çула тухнă.

ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкартан самолетсем Турцие вĕçме тытăнасси çинчен республикăра пурăнакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

29 Çу, 2014

Коррупцие чиновнике пуç çапма тивни никĕслет

"Коррупципе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăхланса пыни сисĕнет, çакна граждансен, бизнес-тытăмсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăмсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла тăк тĕрĕс еннелле утатпăр", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне.

29 Çу, 2014

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен...

"Пирĕн ĕçре нимĕнле вак-тĕвеклĕх те çук. Эпир малтисенчен вĕренессине, вĕсен опытне çул парассине яланах тĕп вырăна хума тăрăшнă", - тет Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă çĕр çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Валентина Белова. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех "Красный фронтовик" колхозăн агрономи службине ертсе пынă.

Мĕнлерех тăрăшулăхпа тата пуçарулăхпа ĕçленĕ çак хĕрарăм?

Хуравĕ - "Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен..." статьяра.

29 Çу, 2014

Ачасене çĕнтерме пулăшар

Республикăн шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" вĕренÿ центрне Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ. Мĕнпе чапа тухнă-ха вăл? Çитĕнĕве камсем туптаççĕ? Çак тата ытти пирки центр директорĕ Наталия Панченко каласа кăтартать.

"Ачасене çĕнтерме пулăшар" статьяна хаçатăн эрне кунхи, майăн 30-мĕшĕнчи, номерте вулăр.

29 Çу, 2014

"Асанне арчи" - пуласлăх сăпки

Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Унта тем тĕрлĕ тупра та - тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк-алка, шÿлкеме - пур. Кун пирки тĕплĕнрех "Асанне арчи" - пуласлăх сăпки" статьяна вуласа пĕлĕр.

Pages