Новости по теме

6 Çу, 2014

Çĕнĕ палăк умне - чĕрĕ чечексем

Ку монумент - Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма çĕкленĕ палăк. Çурçĕр Кавказри, Грузипе Абхази, Грузипе Кăнтăр Осети хушшинчи юнлă хирĕç тăрусене, Югославири мирлештерекен миссие 6898 ентеш хутшăннă, çар тивĕçне причакран пăрăнмасăр пурнăçланă. Чылайăшĕн çулĕ çуралнă кĕтесе каялла выртман, 156 çар çыннипе право хуралĕн ĕçченне тăван тăрăха тупăкра илсе килнĕ.

Халĕ пуç хунă тăванĕсене пуç таймалли вырăн пур, вăл "Çĕнтерÿ" мемориал комплексĕнче вырнаçнă. Ăна паян уçрĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче.

6 Çу, 2014

Диктант çырни чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн сасăланиех

Тăван чĕлхепе пĕрлехи диктант иккĕмĕш хут çыртăмăр. Проектăн тĕп тĕллевĕ çыру пĕлÿлĕхне тĕрĕслессинчен анлăрах: акцие хутшăнса хамăрăн пуян та илемлĕ чĕлхене килес ăрусем валли те упрас шухăшлă пулнине палăртрăмăр.

Миçе çын хутшăннă проекта? Вĕсен географийĕ еплерех? Хăш ÿсĕмрисем ытларах? "Пиллĕк" илнисем миçен? Текста экспертсем мĕнлерех хаклаççĕ? Çак ыйтусен хуравне пĕлес килет-и? "Хыпарăн" ыранхи, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи, номерĕнче "Вĕренÿ" ятарлă страницăра паллашăр.

5 Çу, 2014

"Педагог - професси мар, турă пани"

Республикăра "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурс 1992 çултанпах иртет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçре тăрăшакансен хушшинче чи лайăх ăстасене тупса палăртма май паракан тупăшусем паян йышлă: "Чи лайăх воспитатель", "Чи лайăх социаллă педагог", "Чи лайăх психолг-педагог", "Чи лайăх класс ертÿçи".

5 Çу, 2014

Пĕрисем ят-сумлă, теприсем...

РФ Спорт министерстви регионсен спортăн тĕп тĕсĕсене çирĕплетнĕ. Ведомство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре аталантараканнисен йышне тепĕр виçĕ ене кĕртнĕ - триатлон, самбо, фристайл. Çапла вара пирĕн республикăра спортăн 12 тĕп тĕсĕ шутланать: велоспорт-мунтинбайк, çăмăл атлетика, спорт кĕрешĕвĕ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, биатлон, хăлха илтменнисен тата сусăррисен спорчĕ. Çакă ыттисене аталантарманнине пĕлтермест паллах. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче спортăн 50 федерацине регистрациленĕ, вĕсен йышĕ ÿссех пырать.

5 Çу, 2014

Акцие хастар хутшăнаççĕ

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта "Георгий хăйăвĕ" Пĕтĕм Раççей акцийĕ старт илет. "Хула хастарĕсем" общество пĕрлĕхĕн волонтерĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав сăмахĕ каланине пĕлтерекен хăюсене халăха валеçсе парĕç.

5 Çу, 2014

"Ас тăвăм çурти"

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта ас тăвăм çуртисене çутаççĕ. Пĕтĕм Раççейри "Ас тăвăм çурти" патриот акцине кирек кам та хутшăнма, çапла майпа Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин салтакĕсемпе ветеранĕсен паттăрлăхне хисепленине палăртма пултарать.

5 Çу, 2014

Крым Чăваш Енрен тĕслĕх илет

Нумаях пулмасть республика статусĕпе Раççей тытăмне кĕнĕ Крым Чăваш Енрен тĕслĕх илет тени пĕртте ÿстерсе калани мар.

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн Саккунлăх тата право йĕрки енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Шакир Ягудин каланă тăрăх - федерацин çĕнĕ субъекчĕн Тĕп саккунне хатĕрлемешкĕн Чăваш Ен Конституцийĕпе усă кураççĕ, унтан чылай статьяна илнĕ.

Тĕплĕнрех - паянхи номерте.

5 Çу, 2014

Кĕлешмĕш хĕрринчи хурăнсем

Канаш районĕнчи Анат тата Тури Сурăм, Кăшнаруй ялĕсен хушшинчи вунă-вун пилĕк çухрăма тăсăлакан вăрман тăрăхне «Правда» колхоз ĕçченĕсем 40-50 çул каялла лартса хальхи, килес ăрушăн пысăк ĕç тунă.

5 Çу, 2014

Паттăрсем - хамăр хушăрах

Чăнах та çапла. Нумай чухне эпир ĕмĕр пĕлекен çыннăн пурнăçне нимĕн чухлĕ те тĕшмĕртместпĕр иккен. Пĕлсен – тĕлĕнетпĕр.

Валерий Анатольевич Кузнецова пирĕн тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Çапах унăн паттăрлăхĕпе пурте тивĕçлипе мухтанмаççĕ-ха. Хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисемшĕн вăл – Валери, çамрăккисемшĕн – тете, çемьешĕн – юратнă мăшăр, атте, кукаçи, тăван тăрăхшăн, çĕр-шывшăн – паттăр çын.

Pages