Приютсем туни яваплăх çуккине каçармасть
Хуçасăр чĕр чунсен темине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкерчĕç. Ку ыйтупа хальччен те пĕрре кăна мар калаçнă пулин те унăн çивĕчлĕхĕ сирĕлесси инçе пулас.
Канашлу патшалăх тата муниципалитетсем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассипе çыхăннă ĕçе тишкернинчен пуçланчĕ. Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова палăртнă тăрăх, çак сфера валли çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пĕтĕмпе 24 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав шутра патшалăх валли кирлине туянма — 13 миллиард тенкĕ, ытти — муниципалитетсен нушисем валли.
Таварсемпе пулăшу ĕçĕсен 55% пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсенчен туяннă — ку енĕпе нормăпа палăртнă виçерен те иртнĕ. Пĕчĕк виçелĕх сутăн илмелли портал урлă ĕçлес тĕлĕшпе вара ыйтусем пур. Надежда Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр муниципалитет çак порталпа тухăçлă усă урма васкамасть. Хĕрлĕ Чутай округĕнче, сăмахран, кăрлач-утă уйăхĕсенче таварсемпе пулăшу ĕçĕсене çак портал урлă пĕрре те туянман. Паллах, Олег Николаевăн вырăнлă ыйту çуралчĕ: мĕн чăрмантарать? Хĕрлĕ Чутайсен пуçлăхĕн Иван Михопаровăн пит хĕретме тиврĕ: «Нимĕн те чăрмантармасть. Ку енĕпе ĕçлессине лайăхлатăпăр». Çавăн пекех Куславкка, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле округĕсен ертÿлĕхне те сăмах тиврĕ. Унта хайхи портал урлă сутăн илнĕ тĕслĕхсем пур, анчах — нумай мар.
Хăш-пĕр округра портал урлă ĕçлесси 80-90 процента та çитет, уйрăм муниципалитетсенче вара — 20% ытла мар. Олег Николаев çакнашкал уйрăмлăхпа çырлахма юраманнине палăртрĕ. Контрактсене асăннă портал урлă тăвассине ытахальтен йĕркелемен. Çакă, терĕ Олег Алексеевич, контрактаци ĕçне палăрмаллах васкатма май парать. Ку вара бюджет уйăракан укçана экономикăна хывассине хăвăртлатать.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем килсĕр чĕр чунсемпе мĕнле ĕçленине Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин тишкерчĕ. Çавнашкал чĕр чунсем тĕлĕшпе кăçал граждансенчен 373 ыйту пулнă. Вĕсенчен 10-шĕ йытăсем çынсене çыртнипе çыхăннă. Кăçал республикăра 937 чĕр чуна тытнă. Вĕсенчен 917-шне стерилизациленĕ, 838 йытта тытнă вырăна каялла янă, 465 чĕр чуна волонтерсем пулăшнипе çĕнĕ хуçасен аллине панă.
Çулталăк пуçланнăранпа асăннă тĕллевсем валли 5,3 миллион тенкĕ ытларах тăкакланă — кăçал уйăрма палăртнин 50% чухлĕ. Тата тухăçлăрах ĕçлемешкĕн хушма укçа кирлĕ. Тĕп ветеринар унăн виçине те пĕлтерчĕ — 3 миллион тенкĕ ытларах. Çакă тата 600 ытла чĕр чуна тытма май памалла. Укçа пирки Финанс министерствине çырупа тухнă — республика бюджетне тÿрлетнĕ чухне хуçасăр йытă-кушака та шута илме ыйтнă.
Республикăра килсĕр йытăсене усрамалли икĕ приют ĕçлет. Шупашкарти — 244 йытă усрамалăх. Тĕп хулари приюта пысăклатасшăн — 500 йытăпа 100 кушак усрамалăх пулмалла. Кÿкеçри приют — 150 чĕр чун валли, ăна республика бюджечĕн шучĕпе тытса тăраççĕ. Çĕмĕрлере тепĕр приют тăвасси çинчен чылайранпа калаçаççĕ. Çак ыйту — кун йĕркинчех, анчах Александр Шакин приют хăçан хута каясси çинчен шарламарĕ, вăл чылай округăн хуçасăр йытăсемпе çыхăннă ыйтăвне татса парассине палăртнипех çырлахрĕ.
Олег Николаев Шупашкар округĕнче хуçсăр йытăсем уйрăм çын выльăхне тапăнни пирки каларĕ те — округ пуçлăхĕнчен ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтрĕ. Анчах çав пăтăрмах пирки вырăнти администрацие хыпар çитмен-ши — округ пуçлăхĕ Николай Хорасев ун çинчен нимĕн те каламарĕ, таврари ялсенче миçе йытă тытнине кăна пĕлтерчĕ, çак ĕç валли хушма укçа ыйтнине çирĕплетрĕ.
Олег Николаев хăйĕн ыйтăвне хуравсăр хăварнăшăн тустарать пулĕ тенĕччĕ те — çук, калаçăва çивĕчлетмерĕ. Вăл çак темăпа тимлĕ ĕçлемеллине палăртрĕ, мĕншĕн тесен вăл çынсен хăрушсăрлăхне тÿррĕнех пырса тивет. Паллах, çак ĕç валли хушма укçа уйăрĕç, анчах, Олег Алексеевич шучĕпе, приютсем уçас енĕпе «иртĕхсе кайса» ĕçлени вырăнсăр. Хуçасăр йытăсемшĕн мăкăртатакан граждансемех влаçа ÿпкелĕç: пурăнмалли мĕн чухлĕ çурт пурăнма юрăхсăррисен шутĕнче, социаллă нумай ыйтăва татса паман — эсир вара йытă-кушак валли çуртсем тăватăр... Регион ертÿçи килсĕр чĕр чунсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ воспитанипе тÿррĕнех çыхăннине аса илтерчĕ. Çав йытăсемпе кушаксенчен ытларахăшĕ тÿрех хуçасăр пулман вĕт. Вĕсене çынсем усрама илнĕ, кайран вара йăлăхтарнă та — кăларса пăрахнă. Çакнашкаллинчен хăтăлмалла — çынсен чĕр чунсем тĕлĕшпе яваплăх туйăмĕ пулмалла. Ун чухне вара çĕнĕрен те çĕнĕ приютсем те кирлĕ пулмĕç.
Укçа тенĕрен, финанс министрĕ Михаил Ноздряков уйрăм округсен ыйтăвне бюджета тÿрлетессе кĕтмесĕрех татса пама май пуррине палăртрĕ. Хăш-пĕр муниципалитет уйăрнă укçапа усă курма васкамасть — вĕсен укçине тухăçлă ĕçлекен округсене пама пулать...
Республикăра Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» центрĕн «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» проектне пурнăçланин кăтартăвĕсемпе спорт министрĕ Василий Петров паллаштарчĕ. Чăваш Ен — çак проекта пурнăçлама хутшăнакан 10 регионтан пĕри. Ку енĕпе «Белые камни» лагерь ĕçлет — ачасене патриотла воспитани парассине тĕпе хурать. 1,3 пин ытла ачана йышăннă та ĕнтĕ. Проекта хутшăнни лагерĕн пурлăх базине пуянлатма май пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, «ăслă» спорт площадки хута кайнă. Министр хăвăрт пухмалли бассейн вырнаçтарасси çинчен те каларĕ.
Çитес çул, сăмахран, проекта «Росинка» лагерь те хутшăнĕ, унта ачасене спорт енĕпе аталантарасси тĕпре пулмалла. Олег Николаев проекта пурнăçлама пикеннĕ май регион делегацийĕ «Артекра» пулнине аса илтерчĕ — унта курнине хамăр патра ĕçе кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Çакă ачасене вĕрентнисĕр, вĕсен сывлăхне çирĕплетнисĕр пуçне çитĕнекен ăрăвăн тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕшĕн те усăллă пулмалла.
Комментари хушас