Прививка тутарманнисем чирлеҫҫӗ
Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче оперштабӑн черетлĕ ларӑвĕ иртрĕ. Унӑн ĕҫне ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тӑрӑх, республикӑра коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсем ҫав-ҫавах йышлӑ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, паян больницӑсенче ковид ернĕ 2000 ытла ҫын выртать. Вĕсенчен 70 ытла проценчĕ - аслӑ ӑрури ҫынсем. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 3800 ҫын реабилитаци тухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра ОРВИпе чирлекенсен шучĕ ӳснĕ. Грипран халӑхӑн 13 проценчĕ кӑна прививка тутарнӑ. Ковидпа чирлекенсен йышĕнче ытларахӑшĕ - прививка тутарманнисем.Комсомольски, Патӑрьел, Улатӑр районĕсенче общество апатланáвéн вырӑнĕсенче ĕҫлекенсен хушшинче ковидран прививка тутарнисен хисепĕ 30 процентран та пĕчĕк. "Лару-тӑру эрне хушшинче лайӑхланмасан суту-илӳпе апатлану вырӑнĕсене ĕҫлеме пӑрахтарӑпӑр", - пусарсах каларĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев. Кун пирки тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.
Комментари хушас