Прививка тумалла!
Андрей ПЕТРОВ, Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертӳçи:
— Унччен усал чир пуррине ĕненсех кайман. Коронавирус алхасма, çынсем чирлеме тытăнни шухăшлаттарать, татăклă утăм тума хистет. Сывлăха упрама, чиртен сыхланма нумайăшĕ прививка тутарма тытăнчĕç. Пирĕн хуçалăхра вăй хуракансен 80% ытла вакцинациленнĕ ĕнтĕ. Эпĕ те тума палăртатăп. Шел, усал амак пирĕн çемьене те хур кăтартрĕ: атте больницăра сипленет. Чирлĕ çынпа хутшăннă май эпĕ малтан антителăсене тĕрĕслеттересшĕн. Маларах вакцинациленнĕ пулсан атте те чирлеместчĕ. Чавса çывăх та çыртаймăн çав.
Комментари хушас