Предпринимательсемпе тӗл пулсан

3 Пуш, 2022

Паян республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсемпе тӗл пулчӗ.

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ҫӗршыври хальхи вӑхӑтри лару-тӑрура сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене сӳтсе яврӗҫ, вӗсене бизнеса сиен кӳмесӗр татса памалли ҫул-йӗре палӑртрӗҫ. Олег Николаев ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, предпринимательсене пулӑшма тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх вӑя кӗртме йышӑннӑ, вӗсем госзакупкӑсен енӗпе те, налуксен тӗлӗшпе те пулӗҫ. Бизнес представителӗсем йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пӗлтерчӗҫ пулин те кӑмӑлӗсем хастар пулнине, хальхинчен тата та кӑткӑсрах самантсене чӑтса ирттерме тивнине палӑртрӗҫ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Комментари хушас