Правительство бюджет проектне ырларĕ
Республикăн çитес çулхи бюджечĕн тупăшĕ 77,5 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çак шутра хамăрăн тупăш — 42 миллиард тенке яхăн. Тăкаксем 80,4 миллиард тенкĕ шайĕнче. Çак цифрăсене Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.
Асăннă цифрăсем кăçалхи бюджетăн малтан палăртнă кăтартăвĕсенчен пысăкрах. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, Мускав уйăрмалли укçа калăпăшĕ хальлĕхе уçăмсăррине кура, паллах, тупăш тĕлĕшпе курăмлă тÿрлетÿсем пулĕç. Бюджет проектне хатĕрленĕ чухне консервативлă курăма тĕпе хунă, анчах вăл та палăртнă плансене кăна мар, çав вăхăтрах бюджет шучĕпе тÿрре кăлармалли çĕнĕ çул-йĕрсене пурнăçлама та май парать.
Комментари хушас