"Пӗрле пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерӗпӗр"
Паян Трактор тăвакансен культура керменĕнче наци культурисен "Пĕр çемьери пек ПĔРЛЕ" фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсем хутшăнчĕç.
Наци коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, наци çипуçĕпе паллаштарчĕç. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать.
Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. "Кашни халăх хăйĕн йăли-йĕркипе, наци культурипе пуян, вĕсене тăван чĕлхе пĕрлештерет. Пирĕн ĕçпе те, шухăшпа та пĕрле пулмалла, уйрăмах хальхи йывăр вăхăтра. Пĕрле пур йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр", - терĕ вăл.
Олег Алексеевич пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, чи маттуррисене наградăпа чысларĕ.
www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас