Петр Ивантаева юлашки çула ăсатĕç

17 Авăн, 2020

Чăваш Енри паллă общество тата патшалăх деятелĕ Петр Ивантаев паян, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче, пурнăçран уйрăлнă.

Петр Ивантаев Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сурăм ялĕнче 1941 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче (халĕ - аграри университечĕ) вĕреннĕ. Тăван районĕнчи «Октябрь» колхозра агрономра, колхоз председателĕнче, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх уйрăмĕн инструкторне, кайран «Чувашхмельпром» прозводство пĕрлешĕвĕн пуçлăхне лартнă. КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса тата ытти должноçре тăрăшнă. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — ЧР ял хуçалăхĕн министрĕ пулнă. 

Петр Ивантаевпа Шупашкарти Ухсай Яков ячĕллĕ культура керменĕнче авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен сывпуллашĕç. 12 сехетре хурлăхлă митинг пуçланĕ.

www.hypar.ru

Петр ИВАНТАЕВ: Тăван çĕр вăй-хăват парать

Комментари хушас