«Пĕрлĕхлĕ Раççей» — истори чăнлăхĕшĕн

16 Çу, 2023

«Истори астăвăмĕ» парти проекчĕн регион координаторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров паян шкул музейĕн конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Шкул музейĕ: цифра трансформацийĕ» конкурса Чăваш Енрен 11 шкул музейĕ хутшăннă. Тупăшура Шупашкарти 37-мĕш шкулти çар мухтавĕн музейĕ 3-мĕш вырăн йышăннă, Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнчи шкул музейĕ лауреат пулса тăнă. Андрей Александров çĕнтерÿçĕне дипломпа тата 200 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕ. «Ку парне музей экспозицине аталантарма вырăнлă пулĕ», — терĕ.

Сăмах май, конкурса çĕршыври 69 регионти шкулсен, професси пĕлĕвĕ паракан организацисен, тавра пĕлÿпе çар-истори енĕпе хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен 1,1 пин ытла музейĕ хутшăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас