Пенси ыйтăвĕпе – «тÿрĕ лини»

8 Нарăс, 2021

Раççей Пенси фончĕн Шупашкарти управленийĕ пенси ыйтăвĕпе тата социаллă тÿлевсемпе «тÿрĕ лини» ирттерĕ.

Пенсипе çыхăннă саккунсем пĕрмаях улшăнса тăраççĕ. Кăçалтан тата хăш-пĕр çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Сăмахран, амăшĕн капиталĕн виçине ÿстернĕ, тăватă ача амăшĕсем пенсие иртерех тухĕç, тĕрлĕ тÿлеве илес тесен Пенси фончĕн управленине каймасан та юрать. Пенси парассипе тата социаллă тÿлевсемпе çыхăннă ыйтусем пулсан 8 /8352/ 63-60-67 телефон номерĕпе нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирхи 10 сехетрен пуçласа 11 сехетчен шăнкăравламалла. Çынсен ыйтăвĕсене РФ Пенси фончĕн Шупашкарти управленийĕн пуçлăхĕ Оксана Тутова уçăмлатĕ.

www.hypar.ru

Вера ИВАНОВА хатĕрленĕ.  pg21.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас