Паян Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре пĕр экспоната упракан Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчĕ
Ӑна уҫнӑ ҫĕре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ПСБ банкӑн тулаш ҫыхӑнусен енĕпе ĕҫлекен директор Вера Подгузова хутшӑнчĕҫ.
"Музей темиҫе кун ĕнтĕ туристсене йышӑнать. Паян ӑна официаллӑ майпа уҫатпӑр. Проект малалла ĕҫлет. Республика кунĕнче музыка карттине ҫул парӑпӑр",- терĕ Олег Алексеевич.
Вера Подгузова палӑртнӑ тӑрӑх, ку карттӑна курсан ҫĕршывӑн мӑнаҫлӑхне туятӑн. Ҫапла, хӑйне евĕрлĕ ку музей туслӑх, пĕрлĕх символĕ пулса тӑрать. Вӑл туристсене илĕртекен вырӑн пуласса шанас килет.
Музейри тĕп экспонат - Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти. Ӑна пĕтĕм регионти тĕрĕ ӑстисем тунӑ. Карта ҫинче тĕрлĕ халӑхӑн йӑлана кĕнĕ эрешĕсем.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...
Комментари хушас