Патӑрьелсем чан ҫапма хатӗр...

4 Çу, 2022

Патӑрьел салинчи каяш шывĕсен тытăмĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлайманни мĕн пур халăх пурнăçне тата çут çанталăка сиен кÿрет.
Ăша пăтратакан шăршă таврана сарăлать, тасатса çитермен каяш Пăлапа Кепе юхан шывĕсене тулать, ял çумĕнчи хирсем тăрăх юхать. Сиен шыв çынсен килĕсенче чавнă пусăссене те кĕрет, таса шыва наркăмăшлантарать.
Сăлтавне тĕпчеме район администрацийĕпе çыхăнтăмăр. Рудольф Селиванов, администрацие нумай çул ертсе пыраканскер, ку ыйтăва тахçанах пĕлет, çынсен ыратăвне те аван ăнланать: «Хамăр тĕллĕн ку йывăрлăха татса параймастпăр эпир… Пирĕн канализации тытăмĕ те, каяш шывне тасатса тирпейлекен хатĕрсем те 80 %- лăх юхăннă. Тĕплĕ реконструкци кăна çăлса хăварма пултарĕ ку инкекре», - пĕлтерчĕ пуçлăх.
2010-мĕш çулта Патăрьел салинче каяш шывĕсене тасаткан ятарлă хатĕрсем хăпартса лартнă. Вĕсене Республика кунĕ тĕлне савăнăçлă лару-тăрура хута янă, Патăрьелсене таса тавралăх шантарнă Правительство ĕçченĕсем. Çĕнĕ хатĕрсем талăксерен 600 кубла метр каяша тасатса тирпейлĕç, юлакан юшкăнран удобрени туса ял хуçалăх çĕрĕсене «апатлантарма» усă курма май килĕ тесе палăртнă. Анчах шанни тÿрре тухман…
«Тасатакан хатĕрсене кăна мар, пăрăхсемпе кулатасене те тĕппипех юсаса çĕнетмелле пулнă. Халĕ вĕсем пурте – юхăннă лару-тăрура, вырăн –вырăнпа вара пачах та çук... Çĕнĕ пăрăхсем хума нухрат сахал мар кирлĕ, район хăй тĕллĕн вăй çитереймĕ. Ку тĕплĕ ĕçе пурнăçлама проектпа смета хучĕсене тутарнă, вĕсем хатĕр, кăçал каяш шывĕсен тытăмне тата вĕсене тасатакан хатĕрсене тĕппипе çĕнетме тытăнасшăн, - пĕлтернĕ Рудольф Селиванов.

www.hypar.ru 

Комментари хушас