Патӑрьел районӗнче - ӗҫлӗ ҫӳревре
Паян РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева Юхмапа Пӑла тӑрӑхĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ.
Малтанах Патӑрьел салинчи ачасен искусство шкулĕнче чарӑнчĕ. Кунта ачасен ĕҫĕсенчен йĕркеленĕ "Ĕҫре ҫапӑҫури пекех" куравĕпе паллашрĕ. Хусанпа Сӑр хӳтĕлев чиккисене тума хутшӑннӑ кинемейсене асӑну медалĕсем пачĕҫ. Ҫавӑн пекех "Туслӑ ҫемье" фестивале пĕтĕмлетрĕҫ. Пузырниковсен, Ишмуратовсен, Ивановсен ҫемйисем пуҫарулӑхпа палӑрнӑшӑн Хисеп хучĕсене тивĕҫрĕҫ.
Унтан Алла Леонидовна Шӑнкӑртамри 1-мĕш шкулта юсав ĕҫĕсем епле пынипе паллашрĕ. Кунта шкул ҫумĕнче кӑҫал хушма ҫурт ҫĕкленĕ. Ҫĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан туяннӑ. Унтан Ксӑл-Чишмара пултаруллӑ ачасен ӑсталӑхне аталантаракан центра ҫĕклес ĕҫ-хĕлпе паллашрĕ. Ӑна, 150 вырӑнлӑскере, ҫитес вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнӑ тĕле вĕҫлесшĕн. Ҫав ыйтусемпе Тутар Сӑкӑт шкулĕнче ҫавра сĕтел те иртрĕ.
Роза ВЛАСОВА.




Комментари хушас