Парăс спортĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ

12 Çурла, 2020

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тольяттире парăс спортĕнчи «кайтбординг курс-рейс» класпа йĕркеленĕ Раççей Кубокĕ вĕçленнĕ.

Жигулев тинĕсĕн акваторийĕнче пуçланнă ăмăртăва Самарти, Козьмодемьянскри, Шупашкарти, Мускаври, Питĕрти, Пензăри, Екатеринбургри, Златоустри тата Миасри чи вăйлă кайтсерферсем пуçтарăннă. 4 кунта 14 ăмăрту иртнĕ. Вăхăт-вăхăтăн çил вăйланни чăрмав кӳнĕ пулин те сплортсменсем йывăрлăха парăнман.

Спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Скрипин /Чăваш Енри парăс спорчĕн федерацийĕ/ бронза медале тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас