Парад асра юлĕ
Паян Шупашкарти чи хăюллă арçын ачасемпе хĕрачасем строя тăчĕç. Тĕп хуламăрта ача садне çÿрекенсемпе çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ.
Çамрăк ăру Совет халăхĕн паттăрлăхне асра тытать. Шупашкарти ача сачĕсенче ятарлă проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн патриотизм туйăмне çĕклекен мероприятисем йĕркелеççĕ.
«Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 77 çул çитнине уявлатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисен паттăрлăхне пула мирлĕ тÿпе айĕнче пурнăнатпăр. Шел те, Раççей каллех нацизма хирĕç кĕрешет. Çавăнпа çак мероприяти тата пĕлтерĕшлĕрех те хумхануллăрах.
Парад 7-мĕш хут иртет. Унта хутшăнакансемпе мухтанатăп. Пурте çар çыннин çулне суйламĕҫ. Сирĕн хушăра пулас экономистсемпе юристсем, медицина ĕçченĕсем, бухгалтерсем тата ытти професси çынни. Чи кирли — эсир çĕршыва аталантаракансем пулатăр. Патшалăха вăйлă çарпа флот та кирлĕ. Вĕсем çĕршыва çирĕплетĕç», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
«7 çул каялла ача сачĕсенче пирвайхи парадсем иртрĕç. Кашни çул вĕсене хутшăнакансен йышĕ ÿссе пычĕ. Çакă мепорияти пĕлтерĕшне çирĕплетрĕ.
Шупашкар та Çĕнтерĕве çывхартнă, ял çыннисем заводсенче тăрăшнă, хĕрарăмсемпе çамрăксем хÿтĕлев чиккисем чавнă. Шел те, хальхи ачасем мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕне тĕл пулаймаççĕ», — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Пухăннисен умĕнче сывлăш десант çарĕсем, тинĕс пехоти, çăлав çарĕсем… иртрĕç. Парада хутшăнакансем хăйсемпе мăнаçланчĕç, кашни хусканăва тĕрĕс тума тăрăшрĕç.
ШУХĂШСЕМ:
Алена СЕМЕНОВА, Шупашкарти 116-мĕш ача сачĕн ертÿçи:
«Акцие 7-мĕш хут хутшăнатпăр. Хĕрĕм Анастасия кăçал ача сачĕпе сыв пуллашать. Вăл чи хастаррисемпе пĕрле парада хутшăнма тÿр килнĕшĕн савăнчĕ. Настя ача садĕнчи мероприятисенчен юлмасть. Паянхи кун унăн асĕнче юлĕ».
Надежда КРЫЛОВА, вăрçă ачи:
«Питĕ илемлĕ парад. Воспитательсен, вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕн ĕçне мухтамалла. Манăн ачалăх йывăр килчĕ. Эпĕ 1939 çулта Мускав облаçĕнче çуралса ÿсрĕм. 1941 çулта йывăр амантăм. Нимĕç самолетĕнчен ÿкнĕ бомба эпир пурăнакан çурта тĕп турĕ. Аннерен нимĕн те юлмарĕ, снаряд ванчăкĕсем мана та суранлатрĕç: алăри пÿрнесем татăлчĕç, пуç тÿпинчен юн юхрĕ, сăмса катăлчĕ. Тухтăрсем мана çăлса хăварчĕç. Вăрçă хыççăн аттене Чăваш Республикине ячĕç. Эпĕ те унпа пĕрле Чăваш Ене куçса килтĕм. 43 çул Шупашкарти Агрегат завочĕ çумĕнчи ача садĕнче ĕçлерĕм. Паян кĕçĕн çултисем стройпа утнине курса савăнтăм».
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас