Олег НИКОЛАЕВ: Малалли ĕçсен çирĕп никĕсне хыврăмăр

24 Раштав, 2020

Пандеми пĕтĕм пурнăçа пуçхĕрлĕ çавăрса хучĕ пулин те аталану пирки манман – социаллă ыйтусемпе те, экономикăна вăй парас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçленĕ. Çапларах палăртмалла-тăр ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ирттернĕ, çулталăка пĕтĕмлетессине халалланă пресс-конференцири калаçăвăн тĕп шăнăрне.

Пандемие парăнмастпăр

Икĕ сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă калаçăва пуçланă май Олег Николаев вĕçленекен ансат мар çулталăк тĕрлĕ пулăмпа асра юлассине палăртрĕ. Чи малтанах, паллах, суйлав. Тата — коронавирус инфекцийĕ. Унпа кĕрешме уйăрнă укçа виçи кăна — 7 млрд тенкĕ патнелле. Çак укçапа кашни çын медицина пулăшăвĕ илме пултартăр, çав вăхăтрах экономика та анса ан лартăр тесе усă курнă — республика бюджетне çак тĕллевсене тĕпе хурса шайлаштарма май килнĕ. Министрсен Кабинечĕн ĕçне хакласа Олег Алексеевич татăклăн çирĕплетрĕ: çак условисенче Правительство тĕпрен илсен хăйĕн умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă, малалли аталану никĕсне хывнă.

Пандемипе çыхăннă ыйту татах пулнине кура республика Пуçлăхĕ ку темăпа самай тĕплĕ каларĕ. Чăваш Енре вирус ернĕ пирвайхи çынна пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче тупса палăртнине аса илтерчĕ. Çав çын яваплăха туяканскер пулнă — чирлени çинчен çийĕнчех пĕлтернĕ, изоляци мерисене йышăннă. Анчах çакă, шел те, республикăна усал муртан упраса хăвараймарĕ.

Çуркуннехипе хальхи — пысăк уйрăмлăх. Пуш уйăхĕнче эпир ку мĕнлерех чир пулнине, унăн хăрушлăхне пĕлсе те пĕтереймен. Анчах ун чухнех республика 1950 койка-вырăн хатĕрленĕ, инфекципе кĕрешме 5 пин ытла медицина ĕçченне явăçтарнă. Кĕркунне лару-тăрăва татах çивĕчлетрĕ: 3295 койка-вырăн, чирпе медучрежденисен 17 пин ĕçченĕ кĕрешет. Олег Алексеевич шучĕпе, çĕршыв ертӳлĕхĕ пулăшни нумай çивĕч ыйтăва сирме май парать — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕрев республика экономикин 28 пин субъектне пырса тивнĕ, çавăн пекех халăхăн питĕ пысăк йышне те пулăшма пултарнă.

Лару-тăру йывăррине вара çакă та çирĕплетет: ытти чухне çынсем васкавлă медпулăшу чĕнсе талăксерен вăтамран 90-100 хут шăнкăравланă, пандеми тапхăрĕнче вара – 600 шăнкăрав таран. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çине мĕнешкел тиев лекни каламасăрах паллă. Чăн та, халь сахалрах — 200-250 шăнкăрав патнелле. Çакă та ĕç-пуç кăшт çăмăлланнине кăтартать. Чир ернисен шучĕ пĕчĕкленме пуçлани сисĕнет, апла тăк хайхи койка-вырăнсем те пушанĕç. Анчах ку сыхлăха çухатма юранине пĕлтермест — пурпĕр асăрханмалла.

Укçа çитет

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи тĕрев кӳни куçкĕрет: ăна республика çĕршыври аталану енĕпе юлса пыракан регион пулнине кура йышăннă, пулăшмашкăн Мускав çуллен пĕрер миллиард тенкĕ уйăрать – пилĕк çулта пĕтĕмпе 5 млрд тенкĕ. Кăçал çак миллиардпа пĕчĕк тата вăтам бизнеса, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама туллин усă курнă. Çитес çулхи тăкаксем те паллă. Çав вăхăтрах Олег Николаев Мускавпа хальлĕхе сăмах вĕççĕн калаçса татăлни пирки те пĕлтерчĕ: тата 5 миллиард парас шанăç пур. Анчах çав укçана илес тесен хальлĕхе уйăрма палăртнипе тухăçлă усă курнине çирĕплетмелле. Регион ертӳçи çакна тӳрре кăларасси пирки иккĕленмест.

Йывăр пулин те социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе курăмлă йышăнусем тума пултарнă. Журналистсем «укçа çитĕ-и?» тесе ыйтнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ иккĕленмесĕр хуравларĕ: çитеретпĕр, анчах йывăрлăхсем тухса ан тăччăр тесен экономика çине алă сулма юрамасть. Хайхи йышăнусен шутĕнче вара — пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, шкула каяс умĕн ачасемшĕн 5-шер пин тенкĕ тӳлени, коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă тарифа пысăклатассине пӳлни, ытти утăм.

Тарифсене ӳстермесĕр май çук

Тарифсем тенĕрен, вĕсем, паллах, ӳсĕç - çитес çулхи утă уйăхĕнчен саккунпа килĕшӳллĕн 3% ытларах: «Унсăрăн май çук. Бюджет виçесĕр мар, мĕншĕн тесен тарифсем тăкаксем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсене кам «шăнтса лартать» - çавăн тӳлеме тивĕ. Çав вăхăтрах ăнланмалла тарифсем пулччăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр».

Тĕслĕх вырăнне Олег Алексеевич «Т Плюс» компанипе алла-аллăн ĕçлесе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен ăшăпа тивĕçтерекен тытăмне çĕнетесси çинчен каласа пачĕ. Сетьсем юхăнса çитнĕ. Çакна сирмешкĕн тĕп хулана кăна 18 миллиард тенкĕ инвестици хывмалла. Ăшă сечĕсен кашни километрне реконструкцилеме палăртнă, кивĕ котельнăйсен вырăнне çĕннисем пулĕç - «çак ĕçсене хамăр тĕллĕн пурнăçламашкăн вăй çитереймен пулăттăмăр».

Форми, тен, улшăнĕ, анчах çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăн тăсăмĕ пулас шанăç пур. Шел те, хальхи программăна Куславккари, Улатăрти, ытти хăш-пĕр муниципалитетри кивĕ çуртсем кĕмен, халь вĕсене хушма программăна кĕртмешкĕн реестр тăваççĕ. Патшалăх Думинче тин кăна территорисене аталантармалли саккун проектне хĕрӳ сӳтсе явнă, сăмах ресурссене пĕрлештересси пирки пырать: çĕнĕ микрорайонсене инвесторсене тата грждансен хăйсен укçине явăçтарса тăвасшăн.

Пуçлăхсем пултарулăхне ĕçпе çирĕплетчĕр

Улатăр тенĕрен, вырăнти журналист хулан уйрăм кĕтесне юхăнтарса яни пирки пĕлтерсе ăна тирпейлеме пулăшу ыйтрĕ те — Олег Алексеевич çакă хальччен хулара чăн хуçа пулманнипе сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Администраци тилхепине çĕнĕ çын, отставкăри полковник, тытни, ун шучĕпе, йĕрке пулас шанăç çуратать.

Иртнĕ суйлав хыççăн районсемпе хуласен пуçлăхĕсен пуканĕсене йышăннă çĕнĕ йыш пирки вăл мухтаса е хурласа калама тăхтарĕ — малтан ĕçлесе кăтартчăр. Вырăнсенчи пуçлăхсене тӳрĕ суйлав урлă уйăрса лартмалла текен шухăша та хирĕçлемест, анчах ăна та халăхпа канашласа, тĕплĕ шухăшласа татса памалла.

Районсенчи журналистсене, паллах, хăйсен тăрăхĕсенчи ыйтусем кăсăклантараççĕ. Патăрьелсем республикăн кăнтăр енчи районĕсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли водовод шăпипе кăсăкланчĕç — ăна туса пĕтермешкĕн Олег Николаев Владимир Путин Президентран та пулăшу ыйтнăччĕ. Олег Алексеевич çирĕплетрĕ: ĕçсем çитес çулах пуçланмалла. Чăн та, малтан 61 пин кил хуçалăхне шывпа тивĕçтерессине тĕпе хунă, халь вара çак виçе пĕчĕкленнĕ — 50 пин. Об±екта туса пĕтерес тĕлĕшпе вăл иккĕленмест. Ăна кăна та мар. Президентпа тĕл пулнă май сывлăх сыхлавне аталантарасси пирки те калаçнă — республикăн çĕнĕ клиника больницине тума пуçлас ĕç те вăрах кĕттермĕ.

Çĕнĕ Шупашкарсене «Атăл» кинотеатр, биотехнологи колледжĕн мĕнешкел çурчĕсем пушă янăраса ларни тарăхтарать — вĕсемпе нивушлĕ усă курма май çук? Чăваш Ен Пуçлăхĕ çав çуртсемпе усă курас ыйтăва хулан çĕнĕ сити-менеджерĕ хăйĕн çине илессине палăртрĕ. Анчах унашкаллисем татах пур-çке. Калăпăр, Правительствăн Шупашкарти кивĕ çурчĕ. «Чиновниксем урамра лармаççĕ…» — терĕ Олег Алексеевич, апла тăк культура еткерĕ шутланакан çуртпа влаç органĕсем валли мар, урăх тĕллевпе усă курас ыйтăва тишкермелле. Ахальтен мар ĕнтĕ кун пирки халăхпа канашлама йышăннă — ыйтăм йĕркеленĕ.

Ял пĕтмест

Ял шăпи — çивĕч тепĕр тема. Ялсенче пурăнакансен йышĕ чакса пынине Олег Алексеевич ăнланать, куншăн чунĕ ыратать. Апла пулин те, ун шучĕпе, йыш чакни чи малтан ял хуçалăхĕнче ĕçлемешкĕн унчченхи пек нумай çын кирлĕ пулманнипе те сăлтавланнă. Анчах ку ял çине алă сулмаллине пĕлтермест. Унти пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, хуларипе шайлашуллă тума тăрăшмалла. Çавăнпах ĕнтĕ республика ял ипотекине субсидилет, территорисене аталантармалли проектсене пурнăçлать, ытти мера йышăнать. Тепĕр енчен, çынсем ялсенчен хуласене ĕçлеме çӳренине те сивлеймĕн. Çӳреччĕр, анчах урăх çĕрте ĕçлеççĕ пулин те вĕсем ялта пурăнаççĕ - çакă ял аталанăвĕн никĕсĕ пулĕ.

Çакнашкалах тепĕр ыйту — предпринимательсен пысăк йышĕ Чăваш Енпе сывпуллашса урăх регионсенче регистрациленни. Олег Николаев ыйтăва апла лартнипе килĕшмест. Çапла, каякан нумай, анчах килекен тата ытларах иккен. Чăнах та, кăçал предпринимательсен йышĕ чакнă, çав вăхăтрах юридици тытăмĕсен шучĕ нумай пысăкланнă. Апла тăк — эпир нимĕн те çухатман. Çийĕнчен хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ пысăк — саккун панă ирĕкпе усă курса çак статуспа 8,1 пин ытла çын регистрациленнĕ. Уйрăм предпринимателе Чăваш Ене тавăрассишĕн çунни усăсăр, бизнес валли условисем йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, ун чухне вара пĕр е икĕ предприниматель мар, чылай ытларах бизнесмен кунта ĕçлеме кăмăл тăвĕ. Влаç çакна тĕпе хурса ĕçлет те.

Вăрçă ачисене пулăшăпăр

Вăрçă ачисем пирки те ыйту пулчĕ — влаçсем вĕсене çăмăллăхсем пама хатĕрленеççĕ-и? Олег Николаев вăрçă нушине астивнĕ çынсене кăçал «вăрçă ачин» статусне панине аса илтерчĕ. Чăн та, укçан пулăшу кӳрессине çирĕплетмен. Республикăра çав статуса тивĕç 70 пин çынран 30 пинĕшĕ тивĕçлĕ удостоверенисене илнĕ. Çав саккун проектне тишкернĕ чухне каярахпа, майсем çуралсан, укçапа çыхăннă çăмăллăхсем те пулассине палăртнă. «Пандеми пирĕн майсене палăрмаллах ансăрлатрĕ, — пытармарĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ, — анчах ватăсене укçан пулăшас шухăша пăрахăçлаттараймарĕ». ЖКХ тӳлевĕсем тĕлĕшпе çăмăллăхсем памалли сĕнӳсем пур — вĕсене тишкермелле: «Çитес çул ăна тӳрре кăларас килет, ку енĕпе Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ хушу панă».

Шкул ачисен тӳлевсĕр апатланăвĕн хакĕ пĕчĕккишĕн пăшăрханакан журналист ӳпкевне вара регион ертӳçи йышăнмарĕ. Çапла, хăш-пĕр регионта хак пысăкрах. Анчах апатланăва йĕркеленĕ май чи малтан хака мар, ĕçме-çиме пахалăхне тĕпе хумалла. Ку енĕпе пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Хаксене илес тĕк, вĕсем пысăк марри чи малтан эпир хамăр патра туса илекен ĕçме-çимепе усă курнинчен килет.

Чăвашла калаçар!

«Хыпар» хаçат ыйтăвĕ вара чăваш чĕлхи пирки пулчĕ — пирĕн Вера Иванова корреспондент ыйтăвне Олег Николаев туллин хуравларĕ. Ун шучĕпе, тăван чĕлхене эпир йĕркеллех упраса хăварнă, сăмах ăна аталантарасси тавра пулмалла. Телекурав, хаçат-журнал пур, чăвашла тухакан кĕнекесен шучĕ ӳснĕ, чĕлхене аталантармалли çумпрограммăна та йышăннă. Çийĕнчен кăçал Конституцие халăхсене хăйсен чĕлхине, культурине аталантарма май паракан тӳрлетӳ кĕртни те ку енĕпе пулăшма тивĕç.

Чĕлхепе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ – чи малтанах çакă кирлĕ, ку чĕлхене аталантарма уйăракан укçаран та хаклăрах. Олег Алексеевич хăй меллĕ кашни самантрах чăвашла калаçма тăрăшать — тĕслĕх пур. Анчах кăмăла хуçакан самантсем те пулаççĕ. Нумаях пулмасть хăй ялти пĕр садикре пулни çинчен каласа пачĕ. Вăл вĕсемпе чăвашла калаçать, пĕчĕк ачасем вара унпа вырăсла пуплеççĕ, воспитатель те чăвашла панă ыйтусене вырăсла хуравлать. Çакнашкалли вырăнсăр, хамăра çапла тытсан чĕлхе аталанăвĕ пирки калаçма та кирлĕ мар.

Шăпах çапла ан пултăр тесе ĕнтĕ Шупашкарта та пысăк ĕç пурнăçласшăн: «Пур çĕрте те чăваш стилĕпе, эрешĕсемпе усă курма тăрăшмалла — Шупашкар чăвашсен тĕп хули пулни куçкĕрет курăнтăр».

www.hypar.ru

 

Комментари хушас