Олег НИКОЛАЕВ: «Эпĕ диктанта хатĕрленнĕ»

3 Чÿк, 2023

„Этнографи диктантне кашни çулах çыратăп. Историе, тăван халăхăн çул-йĕрне, йăли-йĕркине, культурине пĕлекеншĕн диктантри ыйтусене хуравлама йывăр мар. Пĕлтĕр эпĕ ыйтусене онлайн мелĕпе хуравланăччĕ. Кăçал музее чĕнчĕç те хаваспах килтĕм. Пĕтĕмпе 100 балл пухмалла. Пĕлтĕр 90 балл пуçтарма тÿр килнĕччĕ. Историе вĕренни харама кайман темелле. Диктантри ыйтусем интереслĕ, мана кăмăла килеççĕ. Кайран хуравĕсене пăхма пулать. Ăçта тĕрĕс мар хуравланине тишкерни паха”, - шухăшне палăртрĕ истори наукисен кандидачĕ, этнолог, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ Евгения Сергеева. Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Евгения Валерьевна „Пысăк этнографи диктанчĕ — 2023” акцие хутшăнчĕ.

Пысăк этнографи диктантне кăçал Чăваш наци музейĕнче çырчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хăйĕн пĕлĕвне «тĕрĕслерĕ». «Этнографи диктантне çырасси — йăлана кĕнĕ мероприяти. Пирĕн республикăра унта çултан çул çын ытларах хутшăнать. Эпир, тĕрлĕ халăх çыннисем, пĕр-пĕрин çинчен ытларах пĕлсен вăйлăрах пулатпăр. Эпĕ паян диктанта хаваспах çыратăп», - палăртрĕ шухăшне Олег Алексеевич.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова пĕлтернĕ тăрăх, пысăк этнографи диктантне Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн ирттереççĕ. «Асăннă диктантăн тĕп тĕллевĕ — хамăрпа юнашар пурнăакан халăхсем çинчен ытларах пĕлесси. Раççейре ку диктанта 40 миллион ытла çын çырнă. Тест-бланкра пĕтĕмпе 30 ыйту. 20 – шĕ – Раççейри халăхсемшĕн пĕтĕмĕшле ыйтусем.10-шĕ – Чăваш Республикипе, чăвашлăхпа çыхăннă. Диктанта 45 минут çыратпăр», - ăнлантарчĕ Ирина Петровна.

Аса илтеретпĕр: чÿк уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче Раççейре «Пысăк этнографи диктанчĕ» акци иртет. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культурипе паллаштарать, çавăн пекех хамăр культурăпа йăла-йĕркене мĕнле шайра пĕлнине чухлама май парать. Чăваш Республикинче Диктант Культура министерствин пулăшăвĕпе иртет. Акцие çулсеренех миллион çын хутшăнать. Диктанта пĕрремĕш хут 2016 çулта çырнă. Ун чухне Раççейри 90 пин çын хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Диктанта вырăсла, акăлчанла тата испанла çырма пулать. Ыйтусене онлайн форматпа та хуравлама май пур. Тĕрĕс хуравсене чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Диктант сайтĕнче пĕлтерĕç. Сăмах май, Олег Алексеевич диктантри ыйтусене пуринчен малтан хуравласа пĕтерчĕ. «Эпĕ диктанта хатĕрленнĕ!» - терĕ вăл журналистсене.

www.hypar

Комментари хушас