Олег НИКОЛАЕВ: Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур
Нарăсăн 2-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 2021 çулхи ĕçе — патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне — никĕслекен документри тĕллевсем пирки пĕлтернине итлеме Оперăпа балет театрне Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертӳçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем пухăнчĕç.
Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси — хăйĕн сăмахне Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен влаçĕсен умĕнчи тĕп тĕллеве палăртнинчен пуçларĕ. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине хакламалли индикаторсене Владимир Путин Президент йышăнăвĕсем палăртаççĕ. Вĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене хатĕрленĕ. Республика пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине йышăнса саккунпах çирĕплетрĕ. Çавăн пекех 2035 çулчченхи аталану стратегине палăртнă. «Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур», — терĕ Олег Алексеевич.
Халăх пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăвш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç: «Эпир вара — çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан эпир темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр». Паттăрлăх тенĕрен, Олег Алексеевич вĕсене халалласа Куславкка районĕнче палăк лартма йышăннине палăртрĕ, ун валли хăйсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тӳлевсĕр пама килĕшнĕ çынсене хушаматран асăнсах тав турĕ.
Комментари хушас