Олег Николаев должноçа официаллă майпа хăçан йышăнасси паллă

16 Авăн, 2020

Тĕп суйлав комиссийĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене, сасăлавра Олег Николаев çĕнтернине çирĕплетнĕ. Çапла вара должноçа официаллă майпа йышăнмалли кăна юлать. Вăрах кĕтмелле пулмĕ — çав куна авăн уйăхĕн 22-мĕшне палăртнă. Вăл Оперăпа балет театрĕнче иртĕ.

Çакăн çинчен паян суйлав кăтартăвĕсене халалланă брифингра ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕлтерчĕ. Брифинг тенĕскер, тĕрĕссипе, самай сумлă пресс-конференциех çаврăнчĕ. Журналистен ыйтăвĕсене хуравланă май Олег Алексеевич умри тĕллевсене палăртрĕ, регион ертÿçин пуканне вăхăтлăх йышăннă тапхăрта та пĕр ĕçе те вăхăтлăх туманнине, вăрахлăх йышăнусем палăртнине çирĕплетрĕ.

Калаçу инвестицисем, Китай проекчĕ, партисемпе мĕнле ĕçлесси, ытти пирки пычĕ. «Хыпар» корреспонденчĕн Правительство пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтăвĕ тĕлĕшпе те уçăмлă хурав янăрарĕ: йĕркепе килĕшÿллĕн Министрсен Кабинетне отставкăна яма тивĕ, анчах команда йĕркеленсе çитнĕ темелле, çавăнпа та çĕнĕ Правительствăра хальхи йышах юлĕ. Пĕчĕк «тÿрлетÿсем» пулма пултарĕç, анчах пысăк улшăнусем пулмаççех, терĕ регион ертÿçи.

Тĕлпулури калаçу пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлĕр.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас