Общество канашĕсене йĕркелес ыйтăва сÿтсе яврĕç

«Чăваш Республикинчи коммерциллĕ мар организацисен общество тĕрĕслевне пурнăçлас ĕçри пĕлтерĕшĕ» — шăпах çак ятпа паян ЧР Общество палати «çавра сĕтел» ирттерчĕ.
Мероприятие ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков уçрĕ. Вăл кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен республикăн общество тĕрĕслевĕ пирки калакан саккунĕнчи улшăнусем вăя кĕнине аса илтерчĕ. Çавна май ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсене малашне конкурс ирттерсе йĕркелессине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра общество канашĕсен йышĕнче регионти коммерциллĕ мар организацисен членĕсем сахал пулни çинче чарăнса тăчĕ. Тĕрĕссипе вара çак хастарсем халăха çывăхарах тата граждансен интересĕсемпе, пуçарăвĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Алексей Судленков ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсем йĕркелес ĕçе Общество палати тĕрĕслесе тăрассине пĕлтерчĕ. «Вĕсен йышне общество пурнăçне хутшăнма, çавна май республика пурнăçне хăтлăрах тума хатĕр хастар çынсене кĕртмелле. Пире çав тери яваплă ĕç кĕтет. Общество канашĕсем ĕçлекен органсем пулни, хăйсен ларăвĕсенче чăнласах та çивĕч ыйтусене сÿтсе явни, вĕсем общество тĕрĕслевне ирттерни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ», — терĕ вăл коммерциллĕ мар организацисен представителĕсене конкурса хутшăнма чĕнсе каланă май.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ — Граждансен ыйтăвĕсемпе тата общество тĕрĕслевĕн субъекчĕсемпе çыхăнса ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Гурьев ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсене мĕнле йĕркелемелли пирки ăнлантарчĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, асăннă канашăн йышĕнче 7-рен пуçласа 13 çын таран пулмалла. Пĕр çыннăн харăсах темиçе общество канашĕн членĕ пулма юрамасть. Çакă унăн ĕç тухăçлăхне чакарма пултарать. Паллах, хастарлăхпа палăрнă, тивĕçлĕ ведомство ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе опыт пур çынсене суйласа илмелле.
«Çавра сĕтел» вăхăтĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнчи общество канашĕн ĕçĕпе паллаштарчĕç. Коммерциллĕ мар организацисен представителĕсем çĕнĕ йĕрке пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.



Комментари хушас