«Никольский вулавĕсене» йыхравлаççĕ

26 Ака, 2021

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче «Никольский вулавĕсем» иртĕç.

Педагогсем валли йĕркеленĕ наукăпа практика конференцине Николай Никольский профессор, «Хыпар» хаçат никĕслевçи çуралнăранпа 143 çул çитнине тата Наукăпа технологи çулталăкне халалланă. Докладсене хальхи вĕрентӳпе воспитани темине тĕпе хурса хатĕрлемелле. Конференцие хутшăнма аслă, пĕтĕмĕшле, профессиллĕ, хушма пĕлӳ паракан шкулсемпе организацисен, ача сачĕсен педагогĕсене йыхравлаççĕ.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас