Награда паттăрсене тупĕ

21 Раштав, 2023

Патшалăх Канашĕн черетлĕ XXIII сессийĕнче ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Степанов трибуна умне ирĕклĕ пушар хуралĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмелли проектпа тухрĕ.

Тӳрлетӳсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн – вĕсене сăмахсăрах йышăнчĕç, анчах депутатсем меллĕ самантпа усă курса Сĕнтĕрвăрринче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару тăрура уçнă, кайран вара пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерменнине пула вăхăтлăха хупма тивнĕ шкулти ĕç-пуçпа, тĕп хулари Сад микрорайонĕнче вăхăтра хута ярайман шкулти пушар хăрушсăрлăхĕн лару-тăрăвĕпе интересленчĕç. Шел те, хурав пулмарĕ тесен те юрать: «и.о.» Сĕнтĕрвăрринчи шкул паян ĕçленине кăна çирĕплетрĕ, Сад микрорайонĕнчи шкулти ĕç-пуçа вара вăл пĕлмест-мĕн.

Интереслĕ ыйту — Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси. Патшалăх строительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Андрей Марушин саккун проекчĕпе паллаштарнă май муниципалитет служащийĕсене хавхалантармалли хисеп палли пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Лайăх службăшăн паракан наградăна муниципалитет службинче 10 çултан кая мар тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнă çынсем илме пултарĕç. Вĕсем кăна та мар. Çак паллăпа вырăнсенчи пухусен депутачĕсене те чыслĕç. Вĕсем валли те услови палăртнă: депутат пулнин пĕрлехи стажĕ 15 çултан кая мар кирлĕ.

«Мăнăн çывăх юлташ пур — Игорь Юрьевич Моляков. Унăн Патшалăх Канашĕн депутачĕн стажĕ çитес çул 30 çулпа танлашĕ. Вăл, эпĕ ăнланнă тăрăх, çак хисеп паллине тивĕçеймест — ун валли урăх награда кирлĕ-и?» — кăсăкланчĕ Петр Краснов депутат. Комитет ертӳçи Моляков пек аксакалсем валли урăх награда пулассине çирĕплетрĕ — тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрлеççĕ. Тулĕк Игорь Юрьевичăн «сцена çинчи бенефисĕ» тĕлне хатĕр пулĕ-и — çакна уçăмлатмарĕ.

Владислав Солдатов депутат вара наградăн тенкĕпе виçекен хушăмĕ пулассипе кăсăкланчĕ: укçан хавхалантарĕç-и? Хуравне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов пачĕ: патшалăх награди çумĕнче укçан паракан награда çук. Чăн та, патшалăх наградине тивĕçнĕ çынна ĕç паракан хăйĕн йышăнăвĕпе укçан хавхалантарма пултарать — нумайăшĕ шăпах çапла тăвать.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас