Муниципалитет округĕсем туса хума çул уçăлать

14 Ака, 2021

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки анлă пулчĕ: тăватă саккун прекчĕ, Правительствăн чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртесси, ытти ыйту…

Иртнĕ çул коронавирус пандемийĕпе çыхăннă чăрмавсене пăхмасăр призыв ĕçне ăнăçлă пурнăçланăшăн оборона министрĕ Сергей Шойгу Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Степанова парнепе хавхалантарма йышăннă. Çак парнене — стена çине çакмалли сехете – панă май саламласа Олег Николаев министра малашне те çапла тăрăшуллă ĕçлеме сунчĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе Патшалăх юстици ĕçĕсен службин ертӳçи Дмитрий Сержантов паллаштарчĕ. Саккун проекчĕ чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕскер. Сăмах вырăнти хăй тытăмлăха çĕнĕ ăнлав кĕртесси пирки пырать. Çĕнĕ административлă территори единици пулмалла — муниципалитет округĕ. Саккун проектне ырларĕç, çапла вара республикăра хăш-пĕр районпа хулана пĕрлештерсе муниципалитет округĕсем туса хурас малашлăх валли çул уçăлать. Чăн та, пăнчă лартнă теме иртерех-ха, çакна Олег Николаев та палăртрĕ — саккун проектне Патшалăх Канашĕн сессийĕнче тишкернĕ чухне депутатсенчен ыйтусем пуласси çинчен каласа Сержантова вĕсене хуравламашкăн хатĕр пулма сĕнчĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас