Министрсен Кабинечĕ йăнăшсене тӳрлетрĕ
Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство икĕ саккун проектне ырларĕ, патшалăх программине, Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕ тата… йăнăшсене тӳрлетрĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа пачĕ. Правительство çуртĕнче маларах иртнĕ канашлура Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетне пурнăçланине тĕплĕ тишкернĕччĕ те — вăрăм доклад тумарĕ, çапах тĕп цифрăсене асăнчĕ. Вĕсем кăмăллăскерсем темелле. Республика бюджечĕн тупăшĕ 53,7 миллиард тенкĕрен иртнĕ — 2020 çулхи çак тапхăртинчен 7,8% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш пушшех ӳсĕмлĕ — 11,6% хушăнса 24,7 миллиард тенке çитнĕ. Мускав уйăрнă укçа та 4,8% пысăкланнă — пĕтĕмпе 29 миллиард тенке яхăн.
Ял хуçалăх çĕрĕсене урăх категорие куçарассине те хăвăрт татса пачĕç. Тăвай районĕнчи гектар ытларах йышăнакан виçĕ лаптăк шыва биологи мелĕпе тасатмалли объектсене вырнаçтарма кирлĕ — хирĕçлекен пулмарĕ.
«Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ» патшалăх программине кĕртме сĕнекен улшăнусемпе экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Екатерина Кузьмина паллаштарчĕ. Улшăнусем 2022 çулта Чăваш Ене 3 сехетлĕ UTCŒ4 зонăна куçарас ыйтупа халăх шухăшне ыйтса пĕлмелли социологи тĕпчевĕ иртттерме, потребитель рынокĕн ĕçченĕсен хушшинчи фестивальсемпе конкурссене, фейерверксен конкурсне йĕркелеме, инвестици проекчĕсене пурнăçлама, ытти тĕллев валли укçа уйăрассипе çыхăннă — вĕсене ырларĕç.
Екатерина Геннадьевна çавăн пекех хайхи йăнăшсене тӳрлетес ыйтупа та сăмах илчĕ. «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ 2018 çулта кадастр хакне палăртнă чухне капиталлă строительство объекчĕсен уйрăмлăхĕсене шута илмен. Федераци саккунĕ çав йăнăшсене тӳрлетме хистет. Çавна май Министрсен Кабинечĕ 27 объектăн, Шупашкарти тата Муркаш районĕнчи икĕ çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕсене тӳрлетессине çирĕплетрĕ — вĕсем пĕчĕкленеççĕ.
Министр заместителĕ çавăн пекех маларах та, 2019-2021 çулсенче, республикăри 2,6 пин объектăн тата 185 çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕсене тӳрлетнине аса илтерчĕ. Çийĕнчен çакна палăртрĕ: бюджет учрежденийĕн йăнăшĕсене тӳрлетсе хаксене пĕчĕклетни предпринимательлĕх тата инвестици ĕç-хĕлĕн субъекчĕсемшĕн çĕнĕ обязательствăсем çуратмасть, çирĕплетнĕ правăпа норма акчĕсен требованийĕсене пăснăшăн палăртнă яваплăх мерисене улăштармасть, пăрахăçламасть.
Комментари хушас