Михайловсен – «ылтăн туй»

11 Утă, 2022

Канаш районĕнче пурăнакан Виктор Михайловичпа Валентина Васильевна 50 çул каялла утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче çемье çавăрнă.

Икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ — Александр тата Юрий. Халĕ вĕсен — ултă мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Пĕчĕкскерсем те юратнă аслашшĕпе асламăшĕнчен тĕслĕх илсе ӳсеççĕ. Виктор Михайлович — утарçă, Валентина Васильевна вара — алă ĕç ăсти. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас