«Мĕн çиетĕн — эсĕ çавă»

3 Чÿк, 2020

Çакăн пек ят панă Шупашкарти 59-мĕш шкулта ачасен сăн ӳкерчĕкĕсен куравне. Ăна сывă тата тĕрĕс апатланăва халалланă.

Паян асăннă вĕрентӳ учрежденийĕнче «Шкулта вĕри апат çиессине йĕркелесси» республикăри семинар-практикум ирттерчĕç. Унта Çĕмĕрле тăрăхĕнче тата Шупашкарти шкулсен директорĕсен çумĕсене, поварсене чĕннĕ. Семинар ĕçне çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Cалаева хутшăнчĕ.

Семинарта пухăннисене шкул апатланăвне епле тĕрĕс йĕркелемелли çинчен каласа пачĕç. Тĕп хулари шкул апатланăвĕн 3-мĕш комбиначĕн директорĕ Наталья Мишина «Шкул столовăйĕн заведующийĕн пĕр кунĕ» ăсталăх сехечĕ ирттерчĕ. Пухăннисем 59-мĕш шкулта ачасене сĕнекен апата ас тиврĕç, хак пачĕç. Ку шкулта столовăя кафе теççĕ. «Панулми сачĕ» ят панă ăна. Хулари кафери пекех хитре те хăтлă унта. «Апачĕ тутлă пултăр!» тесе виçĕ чĕлхепе çырса хунă. Чăвашли — чи çӳлте. Ачасене тĕрĕс апатланма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ кунта. Калăпăр, «Çăлтăрпа апатланни», «Наци апачĕ» çемьепе пĕрле йĕркеленĕ конкурс тата ытти те.

www.hypar.ru Роза Власова тата Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео.

Рубрика: 

Комментари хушас