Мĕн чухлĕ пĕрлĕх - çавăн чухлĕ ыйту

26 Çурла, 2020

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать паян Наци библиотекинче пултарулăх пĕрлĕхĕсен ертÿçисен ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа иртнĕ "çавра сĕтел" хыççăн.

Калаçу "Пултарулăх союзĕсем - патшалăх культура политикине пурнăçа кĕртес ĕçре" ыйту тавра пычĕ. Хальхи вăхăтра республикăра писательсен, художниксен, композиторсен, театр ĕçченĕсен, журналистсен, эстрада артисчĕсен, кинематографсен союзĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен кашнийĕн çивĕч ыйтăву пур. Шăпах çавăн çинчен те калаçрĕç "çавра сĕтелте".

Сăмах илекенĕсем çаксем пулчĕç: Николай Казаков, Геннадий Дубровин, Геннадий Медведев, Михаил Юхма, Николай Андреев, Лидия Филиппова, ыттисем.

Олег Николаев пултарулăх ĕçченĕсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас