Медицинăра коррупци ешерет
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун иртнĕ ларăвĕнче сăмах илнĕ май ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев сывлăх сыхлавĕн сферинчи ĕç-пуçа татăклăн тиркерĕ.
Вăл палăртнă тăрăх, 2020 çулта республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче коррупципе çыхăннă 31 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕр _ 26 тĕслĕх. Кăçал вара пилĕк уйăх çурăрах çак кăтарту 17-е çитнĕ. Шурă халатлă çынсенчен нумайăшĕ укçашăн саккунпа урлă пулма хатĕррине Денис Александрович йышлă тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри, ун шучĕпе, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ведомство тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелеменни.
Комментари хушас