Медиарейтингра — пĕрремĕш вырăнта

17 Раштав, 2020

Раççейĕн массăллă информаци хатĕрĕсенче асăннин медиарейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кайнă çулталăкра 39-мĕш вырăн йышăннă. Ку кăтартусене «Медиалогия» тĕпчев компанийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнченпе раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен Олег Николаев ятне 87 430 хутчен асăннă.

Танлаштарăма хатĕрленĕ чух çĕршыври 60 пин ытла МИХра (çав шутра телевидени, радио, хаçатсем тата интернет-хаçатсем) хыпарланине шута илнĕ. Рейтингра çÿлти йĕркере — çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин, Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин, Мускав мэрĕ Сергей Собянин, РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков.

www.hypar.ru

Вера Иванова хатĕрленĕ.

Комментари хушас