«Медиаçуркуннере» çĕнтернĕ

14 Раштав, 2020

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри «Студентсен çуркунни» вĕрентӳ форумĕн «Медиаçуркунне» проектĕнче çĕнтернĕ.

Данил Зырянов, Максим Егоров тата Николай Филиппов 2021 çулхи Пĕтĕм Раççейри Студентсен çуркуннин финалне хутшăнма ирĕк илнĕ. Вăл Чулхулара иртĕ. Данилпа Максим «Видеожурналистика» номинацие хутшăнĕç, Николай вара — «Фотожурналистикăна».

«Каччăсем пĕрешкел мар, вăйлă, чăрсăр. Аслă журналистсене улăштаракан ăру çитĕнет. Кунта пуласлăхри пурнăçа йĕркелекен ачасем пуçтарăннă. Форумччен 3 кун маларах вĕсем «Чулхула сасси» темăпа 3 минутлăх видео хатĕрлемелли ĕç илчĕç. Форумра ӳкернĕ 13 видеороликран ытларахăшĕ социаллă темăсене çутатать: экологи, культура, çынсем, хула. Красноярскпа Шупашкар хастарĕсене палăртас килет, ĕçĕсем чаплă. Ан чарăнăр, критикăна тĕрĕс хаклама сунатăп», — тенĕ çамрăксене Еврази телекурав академийĕн академикĕ, «Останкино» Телекурав тата радиохыпарлав институчĕн экс-ректорĕ Василий Корельский.

www.hypar.ru Chuvsu.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: 

Комментари хушас