Марафон вӗҫленчӗ, патриотизм туйӑмӗ вара - сӳнми

30 Юпа, 2023

Шăматкун Чӑваш патшалӑх филармонийĕнче иртнӗ мероприятипе Регионсен пӗрлехи "Чикӗсем" патриотизм марафонӗ вӗҫленчӗ. Сӑр тата Хусан оборона чиккисен строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ марафона Чӑваш Енпе пӗрле Атӑл тӑрӑхӗнчи тата ултӑ регион хутшӑннӑ. Вӗсен Шупашкара ятарласа килнӗ представителӗсем Чавш Ене, ЧР Пуҫлӑхне Олег Николаева марафона пуҫарнӑшӑн тав турӗҫ, ҫакӑ патриотизм йӑлисене вӑй панине ҫирӗплетрӗҫ.

Олег Николаев пухӑннисен умӗнче сӑмах илнӗ май паллӑ ҫак кун вӑрҫӑ ҫулӗсенчи мӗн пур тыл ӗҫченне пуҫ тайни ҫинчен каларӗ. Раҫҫейӗн паян каллех усалпа кӗрешме тивет, анчах Олег Николаев иккӗленмест: "Эпир ун чухне ҫӗнтернӗ, паян та ҫӗнтеретпӗрех. Ку хутӗнче - яланлӑхах! "

Василий Кузьмин сӑн укерчӗкӗсем кунта...

Комментари хушас