"Ман хыҫҫӑн юлташсем те вакцинациленчӗҫ"

23 Утă, 2021

Владимир ПАРФЕНОВ, Çĕрпÿ районĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн ертÿçи:

Фольклор ушкăнĕпе час-часах çула тухма тивет. Эпир яланах çын хушшинче. Акă кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Крыма «Русская гармонь» конкурса кайса килтĕмĕр. Вăл Алуштăра иртрĕ. Эпир «Ансамбль» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Чăваш юрри-кĕввине питĕ юратрĕç. Жюри пайташĕсем ыйтнипе такмаксем те юрларăмăр.

Паллах, кун пек мероприятие хутшăнас тесен чи малтан вакцинациленни пирки ыйтаççĕ. Çавна май эпĕ те прививка тутартăм. «Тепĕр 2 çултан вилетĕн», — тесе хăратакансем те пулчĕç. «Эппин, 2 çул пурăнса пăхам-ха», — терĕм кулса. Ман хыççăн юлташсем те вакцинациленчĕç. Ытти çынна та çавнах сунатăп.

Вакцинацие аван тÿссе ирттертĕм, температура пулмарĕ. Пĕр вăхăт ура вăйĕ пĕтрĕ çеç. Çур çул иртнĕ хыççăн прививкăна тепĕр хут тутарасшăн.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас