Маммографи тĕрĕслевне чĕнеççĕ

19 Юпа, 2020

Хĕрлĕ Чутай районĕнче Республикăри клиника онкологи диспансерĕн куçса çӳрекен маммографĕ ĕçлет.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлнине пула чылайăшĕ çак тĕрĕслеве вăхăтра тухайман, çавăнпа халĕ кун пек май тупăнни районта пурăнакан хĕрарăмсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухас текен хĕрарăмсене юпа уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Хĕрлĕ Чутай больницинче кĕтеççĕ.

www.hypar.ru Chelife.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас