М-12 аркатнă çулсем юсанаççĕ

28 Çурла, 2023

Кăçал «Бригантина» тата «Звездный» лагерьсенче хăвăрт хăпартмалли çĕнĕ икĕ корпуса хута янă. Республика тивĕçлĕ конкурсра çĕнтернĕ май çитес çул тата икĕ лагертьте çавнашкал корпуссем ĕçлесе кайĕç. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

Канашлу республикăн çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнине тишкернинчен пуçланчĕ. Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Арлашкин пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ кăçал 9 миллиард та 668 миллион тенкĕпе танлашнă. Çулсене юсасси кал-кал пырать. Асфальт хурассипе çыхăннă ĕçсен 72% пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Пĕтĕмпе вара кăçал çулсен 208 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсама палăртнă. Юрий Викторович «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроектпа килĕшӳллĕн Шупашкар агломерацийĕнче, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурнăçланă тата пурнăçлакан ĕç пысăккине çирĕплетрĕ. Пĕтĕмпе 74 об±ектра ĕç пырать. Вăл çул-йĕр фончĕн укçипе усă курассине чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнине аса илтерчĕ — паян тумалли ĕçсене ырана хăварма юрамасть. Раштавра вара 2024 çулхи плансене тĕплĕн тишкермелле, контрактсем тăвассине пуçармалла — çакă çитес çул ĕçсене иртерех пуçласа маларах вĕçлеме пулăшĕ.

Олег Николаев М-12 автомагистраль строительствине явăçтарнă йывăр техника аркатнă çулсене йĕркене кĕртесси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Магистраль подрядчикĕ вĕсене вĕренӳ çулĕ пуçланиччен юсама шантарнăччĕ — сăмахне тытать-и? Юрий Арлашкин Пăрачкав округĕнчи карьертан М-12 валли хăйăр турттарасси вĕçленнине çирĕплетрĕ. Подрядчик, «Автобан» компани, юрăхсăра тухнă çулсене юсать. 6 километр тăршшĕ «Кожевенное — Гарт» çула юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кудеихăна каякан çул çинче ĕçлеççĕ — унта та 2,5 километр тăршшĕ асфальт хывма ĕлкĕрнĕ. «Пăрачкав — Ачкас» çул çинчи ĕçсем кăшт юларах пыни палăрать, çапах авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурпĕр вĕçлемелле. Олег Николаев вĕренӳ çулĕ пуçланичен, шкул автобусĕсем çула тухиччен, тата виçĕ кун кăна юлнине аса илтерчĕ. Вăхăт нумай мар пулин те, ун шучĕпе, çак тапхăрта техника тĕлĕшпе, ытти енĕпе хăватлă çул-йĕр организацийĕ пысăк ĕç тума ĕлкĕрмелле.

Çийĕнчен регион ертӳçи хăш-пĕр муниципалитетра картишсене хăтлăлатассипе çыхăннă темиçе пароекта халĕ те тӳрре кăларманнин сăлтавĕсемпе интересленчĕ. Вырăнсенче çав ĕçсем тĕлĕшпе пăшăрхану çук пулас. Пăрачкав округĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев, сăмахран, об±ектри ĕçсем пĕтĕмпе те 200 пин тенкĕлĕх кăна пулнине палăртрĕ. Подрядчик хальлĕхе урăх çĕрте ĕçлет, пушансанах хайхи картишри ĕçсене тăвĕ — иккĕленме кирлĕ мар. Апла пулин те Олег Николаев палăртнă ĕçсене юлашки кунсене хăварассине йăлана кĕртме юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Пĕр енчен, об±ектсенчи ĕçсем тăсăлса каяс хăрушлăх сирĕлет, тепĕр енчен, ĕçсене мĕн чухлĕ маларах пурнăçлатпăр — граждансем хайхи ырлăхпа çавăн чухлĕ маларах усă курма пуçлĕç.

Шкулсенче ачасене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленипе вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин паллаштарчĕ. Апатлану валли çителĕклĕ укçа уйăрнă. Пĕтĕмпе 150 пин ытла ача вĕри апат çийĕ. Çав шутра 1-4-мĕш классем, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем тӳлевсĕр апатланĕç. Кăçал çак ĕçе мĕн пур муниципалитетра централизациленĕ — ку фальсификат тата контрафакт тĕслĕхĕсенчен шанчăклăрах хӳтĕлĕ.

Алексей Петрович шкул директорĕсем столовăйсене апат-çимĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă килĕшӳ тăвас ĕçрен хăтăлнине те пысăка хурса хаклать — ытти ĕç валли вăхăт ытларах пулĕ. Роспотребнадзорăн републикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская та централизаци ачасен апатланăвне йĕркелес тĕлĕшпе саккуна, санитари правилисене пăснă тĕслĕхсене чакарасса шанать. Çийĕнчен çак ĕçе хутшăнакансен вĕрентĕвне йĕркелесси те ансатланать.

Ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтупа та Алексей Лукшин сăмах илчĕ. Ку енĕпе 316 организаци ĕçленĕ — вĕсем çуллахи каникул тапхăрĕнче 48 пин ачана йышăннă. Ку пĕлтĕрхинчен 7 пин ача нумайрах. Çакăнта Алексей Петрович ытти сăлтавпа пĕрлех «Бригантина» тата «Звездный» лагерьсенче çĕнĕ корпуссем хута кайнин витĕмне курать — вĕсем ĕçлесе кайнине кура асăннă лагерьсем иртнĕ çулхинчен нумайрах ача канăвне йĕркелеме пултарнă.

Олег Николаев çитес çул çакнашкал тата икĕ корпус пулассине палăртнă май «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» проекта аталантарас ыйтăва та çĕклерĕ. Хальлĕхе çак проекта пирĕн «Белые камни» лагерь хутшăнать. Çитес çултан вара, Алексей Лукшин каланă тăрăх, «Росинка» тата «Лесная сказка» лагерьсен те çав шая çĕкленмелле. Республика Пуçлăхĕ вĕсене çулталăк тăршшĕпех ĕçлеттерессине йĕркелемелли çинчен каларĕ — ачасене çуллахи вăхăтра кăна йышăнни лагерьсен ĕçĕн тухăçлăхне тивĕçтермĕ.

Роспотребнадзор управлеийĕ кăна çутă ӳкерчĕке кăшт тĕксĕмлетрĕ. Надежда Луговская лагерьсенчи тĕрĕслевсем чылай кăлтăка çиеле кăларни çинчен пĕлтерчĕ. Ачасем массăллă чирленĕ йышши пăтăрмахсем пулман, çапах менюра палăртнă блюдăсене ыттисемпе улăштарни, тивĕçлĕ документсăр ĕçме-çимепе усă курни, лагерьсен ĕçченĕсем медицина тĕрĕслевĕ çине алă сулни — çине-çинех. Çавăн пекех хăш-пĕр лагерьте, вĕсен таврашĕнче кăшлакан чĕр чунсем, сăвăссем ĕрченине палăртнă. Эппин, дератизаци тата дезинфекци мерисене кирлĕ пек пурнăçламан, малашне ку енĕпе тимлĕрех пулмалла. Олег Николаев хуравĕ кĕске пулчĕ: «Пĕтĕмлетӳсем тăвăпăр...»

www.hypar.ru

 

Комментари хушас